На сайте
На данный момент на сайте 0 пользователей и 5 гостей .

Статистика


Контакты

АРХИВ: "ЧĂВАШ ЧĔРĔЛĔВĔН МАНИФЕСЧĔ" ВАЛЛИ ПУХАКАН ШУХĂШ ТĔРКИНЧЕН

АРХИВ: "ЧĂВАШ ЧĔРĔЛĔВĔН МАНИФЕСЧĔ" ВАЛЛИ ПУХАКАН ШУХĂШ ТĔРКИНЧЕН
Submitted by Admin on воскресение, май 6, 2007 - 16:27

АРХИВ

Илле ИВАНОВ

"ЧĂВАШ ЧĔРĔЛĔВĔН МАНИФЕСЧĔ" ВАЛЛИ ПУХАКАН ШУХĂШ ТĔРКИНЧЕН

Илле ИВАНОВ (1956 ç.ç.) – паллă чăваш журналисчĕ. Тĕпрен илсен, чăвашлăх тата наци культури пирки çырать. Статйисем çивĕч тишкерÿлĕхпе палăрса тăраççĕ. Чăвашра демократи тата пичет ирĕклĕхĕ хуçаланнă тапхăрта "Хыпар" хаçат редакторĕн пĕрремĕш çумĕ (заместителĕ) пулса ĕçленĕ. Юлашки 10 çул ытла ĕнтĕ оппозици хаçачĕсенче çеç пичетленет. Хушăран "Радио Свобода" тата Турцири хăшпĕр кăларăмсем валли те çырать.
Чăваш.ру сайтра çавăн пекех унăн "Пирĕн Айхи" эссе пичетленнĕ.

МАЛАЛЛА ТЕСЕ — КАЯЛЛА

Историллĕ аталанура XX ĕмĕрте хăйĕн Раççей Федерацийĕ йышĕнчи автономиллĕ патшалăхне йĕркеленĕ чăваш халăхĕн пуласлăхĕ умне каллех пысăк хăрушлăх тухса тăчĕ. Çĕршыв Конституцийĕнче урăхла палăртса хунă пулин те, Раççей Федерацийĕн влаç тытăмĕсенче патшалăх тытăмне пур ыйтупа та пĕртен-пĕр центр — Мускав куçĕнчен çеç пăхса пурăнмалли унитарлă майпа йĕркелес текен вăйсем çĕнтерчĕç.

Вĕсем çĕршыва Конституципе — Тĕп Саккунпа палăртман лаптăксене (округсене) пайлаççĕ, субъектсене мĕнле пĕлнĕ — çавăн пек пĕрлештерме ĕмĕтленеççĕ (пуçланă та ĕнтĕ!), вырăнти Республикăсен хăйсен пурнăçне хăйсем пĕлнĕ пек йĕркелесе пурăнмалли прависене сĕмсĕррĕн таптаса, вĕсене унталла-кунталла хускалма та май паман чикĕсем палăртса параççĕ. Çакă уйрăм шовинистла вăйсеи ухмахла тĕлĕкĕ çеç марриие çĕршывăн Федераци Канашне аркатнинчен - Мускав çыннисем çеç йышлăрах ларса канашлакан орган туса хунинчен пуçласа вырăс мар халăхсене хăйсен çырулăхĕнче славян халăхĕсем усă куракан кириллица алфавичĕпе çеç усă курма хистекен саккунсем йышăнни таран яр уççăн ĕнентереççĕ. Раççей Федерацине демократи çулĕнчен пăрса çĕнĕ авторитаризм енне сулăнтарни шăпах ĕнтĕ пур гражданина та чунтан пăлхантармалла.

Паллах ĕнтĕ, çакăн пек «малла-мелле» халăх ăсне витес çуккине те шута хумаллах. Пĕр енчен, ку вăл унчченхи коммунистла-советла тоталитарлăх тапхăрĕнчи пушă лозунгсем евĕр илтĕнет-тĕр. Çав вăхăтра пурăнса курнисене тепĕр чух ун чухнехи пурнăç калама çук ырлăхăн курăнать пулин те (калăпăр, социаллă хÿтлĕх паллисем), анчах та тĕнчери тем мăнăш патшалăх çапла кăшт пÿрнепе тĕкнипех «йăванса кайни» шалтан çĕрĕшнĕ йывăçах аса илтерет мар-и? Апла-тăк, çав вăхăтра пире нихçан арканми гранит пек кăтартма ăнтăлнă совет, социализм, коммунизм хаклăхĕсем, марксизм-ленинизм принципĕсем çинче йĕркеленнĕ патшалăх тытăмĕ, «совет çыннисен» кăмăл-сипет (мораль) хаклăхĕсем конкретлă пурнăçра ниме те тăманнине, çитменнине, чи аслă пуçлăхсемшĕн пурăнан пурнăçра куллен пурăнмалли принципа куçманнине пĕлсе тăмалла («дерьмократсем» ят илнĕ, влаçра тăракан паянхи «демократсем» сĕмсĕрлĕхĕпе, нĕрсĕрлĕхĕпе, намăссăрлăхĕпе, хăйсене вăл е ку таса мар утăм тума — вăрлама, халăха куçкĕрет улталама (т.ыт.те) чарса тăма пултаракан шалти кăмăл-сипет принципĕсем çуклăхĕпе чылай чухне «ĕлĕкхисенчен» ирттереççĕ пулин те, ку вăл пач та ĕлĕкхи тытăма е унăн кадрĕсене тÿрре кăлармасть). Çавăнпах ун чухне те çиелтен пăхма калама çук тĕрĕс те илĕртÿллĕ лозунгсемех суяна тухса пычĕç, халĕ те чăваш наци юхăмĕнче е политикăра хăшĕ-пĕрисем тĕрĕс евĕр курăнакан сăмахсем калаççĕ, анчах пăсĕ хыçĕнче ăсĕ те, ĕçĕ те çук: «Чăваш чĕлхине аталантармалла!» — хăй килĕнче те, урамра та, тĕрлĕ учрежденисенче те вырăсла çеç калаçать. «Чăвашсем тачă пĕрлешмелле!» — хăй вара юнашарти курăмлă чăвашсене таптать те хÿтерет. «Чăваш патшалăхĕн экономикине тĕреклетмелле!» —хăй вара кунти савăт-хапрăксене ютри пуянсене сутса пĕтерет. «Эпир çеç ку ĕçре профессионалсем!» — пăхăсăн, е хăйĕнпе юнашарах ку ĕç мĕнне те тĕшмĕртменни вырăн тупнă тата чăн профессионалĕсенчен те сумлăрах тата каçăртарах тăрать, е çав сăмахсене калаканнисем хăйсем те хăйсен чуххăмлăхне шăпах çавăн евĕр маскă айне пытарма ăнтăлаççĕ. «Эпир патшалăх интеллигенцийĕ!» —хăйсем вара коррупци тата йăпăлтилĕх шурлăхне путнă, чăн-чăн интеллигентлăх чăн малтанах çыннăн ЧЫС пуррипе палăрса тăнине ăнкармаççĕ те, пĕр-пĕр диплом илнĕрен е пуçлăх пуканĕ çине ларнăран пуçĕ çаврăнса кайнипе, ЧЫС евĕр «вак-тĕвекпе» «аппаланнине» - тĕрĕссипе вара этеме выльăхран уйăрса тăракан чи пĕлтерĕшлĕ пахалăха! — айванлăх вырăнне çеç хураççĕ... (Çакăн евĕр тÿнтерлĕхсен речĕ — вĕçĕ-хĕрри курăнми.)

Тепĕр енчен, халăхăмăра ĕмĕрсем хушши юттисем тата вырăнти «юттисем» пусмăрласа пурăнса, пĕр-пĕр ыйту пирки иккĕленÿллĕ шухăшлама, тĕрĕслĕхе шухăш шыравĕнче тупма мантарса пынин кăвасăкĕ те витĕм кÿретех (кун пирки каярах тата тĕплĕнрех те калаçăпăр-ха).

Пĕрех пурсăмăрăн та пĕр-пĕрне çавăн евĕр сăмахсемех калама тивет. Пурсăмăрăн та вăл е ку ыйту пирки шухăшласа пăхмах тивет. Халăхăмăрăн шăпипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатса, чуна ыраттармах тивет. Хамăрăн паян çимелли çăкăр е пуймалли мелсем пирки çеç мар, тăван халăхăмăр çинчен халăх (наци) категорийĕпе шухăшлама вĕренмех тивет.

Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн паянхи «йĕркене хытаракан» Раççей ертÿçисен утăмĕсен еккине ăнланса илмех тăрăшас пулать. Каларăмăр ĕнтĕ, чуххăмлăх - айванлăх тениех. Çиелтен пăхма çеç халăха «килĕшекен» тата илĕртÿллĕ «ĕçсен» сулнăкĕ хальхинче те нимĕнле олигарха та, нимĕнле мафиозине те, влаçри нимĕнле коррупционера та мар, чи малтанах ахаль çынна, вырăс мар наци çыннине - пушшех те, тÿнтеррĕн пырса çапасси пирки эпĕ пĕрре те иккĕленместĕп.

Çак сулнăкра чăваш халăхĕн, апла-тăк — манăн, санăн — тĕнче прависем, çĕршывăн Тĕп Саккунĕ — Конституци ахаль çынна (чăваша), халăхăмăра (чăваш нацине) тата патшалăхăмăра (Чăваш Республикине) паракан правасем таптанса çухални кашни чăваша пушшех те кулянтармалла, политика лару-тăрăвне тарăнрах ăсласа илме тата чăвашсене пĕр-пĕрин хушшинче тата та тачăрах пĕрлешме хистемелле.

Çак лару-тăрура чăваш халăхне çĕнĕ тоталитаризма хирĕç таччăн пĕрлешсе кар! тăма чăрмантаракан вăйсем татах та пур. Шел пулин те, çак вăйсем Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăййĕркеленÿн органĕсенче пуçпулса тăраççĕ. Пĕр енчен, вĕсем хăйсен чăваш халăхĕ тата истори умĕнчи чăваш нацийĕшĕн яваплă миссине ăнланманран манкуртла çсç хуçаланаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, хăйсен политика, финанс тата профессилĕх тĕлĕшĕнчи кăлтăк-сăлтăкĕсемшĕн явап тытмалла пуласран сехĕрленсе, вĕсем Мускавра ларакансен авторитарлă тата шовинистла хăтланăвĕсене хирĕç тăраймаççĕ, чăваш халăхĕн тата чăваш патшалăхĕн прависемпе интересĕсене хÿтĕлеймеççĕ.

Чылай чухне хÿтĕлеймеççĕ çеç мар, çав тÿнтер вăйсем илĕртнипе е хистенипе, е вĕсене тарçăлла юрас тĕллевпе, тăван халăхĕн прависемпе интересĕсене вĕсенчен те ытларах тата маларах таптаççĕ. Кирлех-тĕк, чи сахалтан та тăван халăх ирĕклĕхĕпе суту-илÿ тăваççĕ. Чăннипех тăван халăхĕн прависене хÿтĕлекенсене тăшманран , ют халăхран ытларах хÿтереççĕ, хĕстереççĕ, пăваççĕ, хуçаççĕ, таптаççĕ.

Çакă патша саманипе совет тапхăрĕсемшĕн çеç мар, паянхи демократиллĕ текен влаçшăн та характерлă. Ахальтен халăхăмăрта «Мускавра çÿç кассан, Шупашкарта пуç касаççĕ» каларăшĕ паян кун çĕнĕрен вăйланса çирĕпленмен пулĕччĕ. Шел, халăх сăмахлăхне пĕлекен тата хисеплекен пек кăтартма тăрăшакан хăш-пĕр чăваш политикĕсем çак каларăша пĕлмеççĕ тата пĕлтерĕшне тарăн ăнланмаççĕ пулас. Унсăрăн тăван халăхĕн прависемпе интересĕсене çав таранччен сĕмсĕрле таптаман пулĕччĕç. Кÿршĕллĕ Тутарстан, Пушкăртстан ертÿçисем çак юлашки 10-15 сул хушшинче хăйсен тăван халăхĕсен наци прависене хÿтĕлесе тунă ĕçсемпе танлаштарсан, чăваш шăпи хальхинче та хăй ячĕпе йĕркеленĕ Чăваш патшалăхĕн ертÿçисем енчен хÿтлĕх тупайманни — черетлĕ синкер.

Çавăн пек намăс ĕçсенчен хăш-пĕрисене çеç асăнни те çителĕклĕ: Чăваш Республикин Суверенитечĕн Декларацине пурнăçламанни, ăна малалла тĕрлĕ саккунсем урлă аталантарса пыманни (сăмахран, Чăваш Республикин Граждăнлăхĕ çинчен саккун йышăнса т.ыт, те), Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцийĕнче чăваш халăхне тĕнче прави паракан правасене палăртса хăварманни, ăна тата ытти саккунсене çине-çинех унитарлă патшалăха юрăхлă юсаса саплани, 1990 çулта йышăннă «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна пĕлетăркач пурнăçламанни, Чăваш патшалăхĕн влаç тилхепине тата экономикине çине-çинех чăваш мар ытти халăх çыннисен аллине пани, РФ Президенчĕн 1996 çулхи суйлавĕнче Чăваш Республики халăхĕн ытларах пайĕ Ельциншăн мар, комммунистсен кандидачĕшĕн сасăланă хыççăн ЧР Президенчĕ Н.Федоров Мускава «айăп» каçарттарма хăй Президентран тухма та хатĕр пулни çинчен ыйту тăратни (ку вăл хăйне ирĕклĕ суйлавра Президента суйласа лартнă халăх умĕнче кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен чăн айăпа кĕни çеç мар, суйлавçăсен прависене сĕмсĕррĕн пăсни те, пирĕн çĕршывра халлĕхе чăн демократиллĕ суйлав институчĕ йĕркеленейменнине патшалăхăн чи пысăк должноçĕнче тăракансем хăйсемех тĕнче умĕнче çирĕплетсе пани те — Чăваш Республикин Президентне халăх суйласа лартать — апла-тăк, кăларма та халăх çеç кăларма пултарать), çав суйлав хыççăнах Чăваш Республикин районĕсен халăх тÿрĕ суйлавра суйласа лартнă вырăнти хăйпуçпуласлăх (самоуправлени — тьфу! чăвашла хитрен кăна РАЙОНТИ (ЯЛТИ) ТŸРЕЛĔХ теме тăван чăваш чĕлхин хитрелĕхĕпе шухăш тарăнлăхĕ çитмест-и-ха?) пуçлăхĕсене хăйсене халăх суйласа лартнă ĕç вырăнĕсенчен кăларма ыйтусем çыртарни, вĕсенчен чылайăшне ĕçрен кăларни тата ытти те, т. ыт. Те
.
Чăваш халăхĕн прависемпе интересĕсене хамăрăн влаçах ним вырăнне те хуманни «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун шăпинче уйрăмах яр уççăн курăнать.

Чăваш Республикин Аслă Совечĕ 1990 çулта Чăвашăн çĕнĕ историйĕнче пĕрремĕш хут чăваш чĕлхи пĕрремĕш патшалăх чĕлхи пулса тăнине саккунпа çирĕплетрĕ. Çавна май чăваш чĕлхипе патшалăх влаçĕпе ертсе пыракан ытти органсенче, учрежденисенче, организацисемпе предприятисенче, халăха вĕрентес ĕçре, наукăпа культурăра, информацире, ятсенче мĕнле усă курмалли йĕркене палăртнă, республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен наци йăли-йĕркипе культурине аталантарма пулăшмаллине тата чĕлхене хÿтĕлемеллине саккунпа палăртса хунă. Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне ĕçе кĕртмелли йĕркене палăртнă, 1993 çулта çак саккуна 1993-2000 çулсенче тата ун хыççăнхи тапхăрта пурнăçламалли патшалăх программине çирĕплетнĕ. Апла пулин те, Чăваш патшалăхĕн тытăмĕсем, пĕр енчен, Мускаври влаç тытамакĕсемпе пĕр хавхаланса каçăхса кайса та пĕр сехрине хăпартса, тепĕр енчен, хăйсен интересĕсене наци интересĕсенчен мала хурса, истори чăваш халăхне çак тапхăрта панă халиччен пулман шанспа туллин усă курма май памарĕç.

Çак ырă ĕçе вĕсем чиновниксен яланхи йăлипе пĕтерсе пычĕç: асли тата влаçри çынсем пулса тĕслĕх кăтартмалăх та пулин тăван чĕлхене сума сумарĕç, пĕр лару-канашлу та чăваш чĕлхипе ирттерсе курмарĕç, пĕр хут татки те чăвашла çырса курмарĕç, пĕр чăваш ача сачĕ те, пĕр чăваш шкулĕ те уçмарĕç, халăхра тăван чĕлхепе (чăвашла) калаçакан çынна катăк çын пулнă евĕр йышăнмалли туйăмсене аталантарса катăклăх комплексĕн палăрăмĕсене халăхăн капла та чирлĕ ÿт-пĕвĕ ăшне шаларах кĕртсе вырнаçтарма тăрăшрĕç, патшалăх чиновникĕсене патшалăх чĕлхине – чăвашла вĕрентмерĕç, ăна пĕлме кирлине хирĕç кар тăрса суд турĕç, наци чĕлхишĕн тăрăшакансем çинчен суя сăмах сарчĕç, «националист» ярлăк çака-çака ячĕç, шкулти чăвашла вĕрентĕве анлăлатма малтан укçа çукки çине йăвантарчĕç, каярах шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене чакарма пуçларĕç, чăваш чĕлхине ячĕшĕн вĕрентекенсене хÿтлĕх пачĕç...

Халăх чунĕ тăвăлса çитнипе кар! çĕкленменнине кура, пыра-киле вара хăюллансах кайрĕç — «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунри чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăнсене юсама, саплама, катертме тăрăшса çав саккуна виçĕ (!) хутчен тÿрлетÿсем кĕртрĕç, çав тÿрлетÿсем пĕри те çав саккуна вăйлатма тунăскерсем пулмарĕç; юлашкинчен вара 2003 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, урăх ĕç çук пекех, малтанхи саккуна пăрахăçласа пач çĕнĕ саккун йышăнма шут тытрĕ. Вырăсла çеç ĕçлекен Патшалăх Канашĕ вырăсла çеç хатĕрленĕ çĕнĕ саккун чăваш чĕлхине малтанхи саккун та хĕссе-пĕссе кăна панă сум-хисепе те, правасене те паманни куçкĕрет. Ку саккуна чăваш чĕлхине мар, вырăс чĕлхине хÿтĕлекен саккун тени тĕрĕсрех те пулнă пулĕччĕ.

ЙĂЛТАХ ХАЛĂХ АЙĂПЛĂ. АНЧАХ...

Паллах, кашни халăх хăйĕн ертÿçисене тивĕç теççĕ.

Чăннипе те, Чăваш Республикин патшалăх тытăмне ят панă гражданĕсем — чăвашсем хăйсен тăван чĕлхине чăннипех хисепленĕ, юратнă, ăна камсем тата мĕнле майпа сăтăр тунине сăнаса пынă, ăнланса илнĕ тата вĕсене хирĕç кар! çĕкленнĕ пулсан, патшалăх влаçĕн органĕсем те çав таранччен чăваш чĕлхине хур тăвайман пулĕччĕç.

Пĕр шутлатăп та, халăхăмăр хăйне хисеплеттерме, хăйне хисеплеме хистеме пĕлсен, пирĕн паянхи чиновниксенчен кăрарах «националист» та пулас çук, Атнер Хусанкайпа Лукуç Йукур Кули, Илле Ивановпа Ультияр Цыпленков... тархасласа йăлăнсан та НАЦИОНАЛИСТ «звани», паянхи влаçран сум курайман пекех, ниепле те, нихăçан та илеймен пулĕччĕç. Мĕншĕн тесен чиновниксен «национализмĕ», вĕсен паянхи «демократийĕ» пекех, калама çук примитивлă, нĕрсĕр, тискер, намăс-симĕссĕр пулĕччĕ. Ун чухне тин тăван халăхăмăр та, таврари ют халăхсем те çÿлерех асăннă ăслăлăхпа культура тата общество деятелĕсен «национализмĕ» нимĕнле тискер пулăм та мар, шăпах паянхи цивилизациллĕ Европа шайĕнчи демократи хÿтĕлекен пĕтĕм халăхсен, çав шутра чăвашсем евĕр автономиллĕ патшалăх йĕркеленĕ е йĕркелеймен «вак» халăхсен те, пуринпе те пĕртан прависем çинче никĕсленнĕ ПРАВĂПА ДЕМОКРАТИ ПУЛĂМĔ пулнине ăнланса илнĕ пулĕччĕç.Унсăрăн Чăваш Республикин Президенчĕн кандидачĕ А.Хусанкай иккĕмĕш турта çĕнтернĕ 1991 çулхи суйлавран пуçласа паянхи куна çитичченех çак çынсем çинче суя тата таса мар тĕллевсемпе «çакса янă» çуса та ярайми «ярлăксем» çакăнса тăман пулĕччĕç.

Вырăссем ( примитивлă вырăссем е шовинист вырăссем тени тĕрĕсрех пулĕччĕ , унсăрăн пирĕн наци прависене хамăртан та маларах ăнланса пирĕншĕн чăннипех кулянакан пĕр-пĕр вырăс тупăнсан, ăна кÿрентерни пулĕ) кунта — ЧĂВАШ ÇĔРĔ çинче чăвашсем хуçа пуласран хăранипе чăваш халăхĕн НАЦИ ЕРТŸÇИСЕМ çинчен çапла суя сас-хура кăларнине питĕ те лайăх ăнланма пулать: КĔТŸÇ пулсан — КĔТŸ пулать, ÇУЛПУÇ пулсан — ХАЛĂХ пулать. Ют халăх вара хăй çеç халăх пуласшăн, кунта хуçаланасшăн — апла-тăк вĕсем ачисене те « Чăваш (Хусанкай, Лукуç Йукур Кули, Цыпленков, Илле Иванов...) килсе çăмартуна касать ак!» тесе хăратнинчен ним тĕлĕнмелли те çук темелле. Шухăшлаттараканни вара çакă: МĔНШĔН ЧĂВАШ ХАЛĂХĔ ХĂЙĔН ÇИНЧЕН ШУТЛАМА , ХĂЙĔН ÇУЛПУÇ-ЫВĂЛĔСЕНЕ ИТЛЕМЕ, ТĂНЛАМА, ХИСЕПЛЕМЕ ТАТА ХŸТĔЛЕМЕ ПĔЛМЕСТ?

Ăçта çитнĕ унта чăвашсемех чăваш наци юхăмĕн ертÿçисене «националист» тесе вăрçаççĕ. Пĕр Каçал чăвашех мунчара чăвашла калаçакан маттур чăваша, кут хыçĕнче, паллах, «ли-мо-но-ве-эц!» тесе хак парса юлчĕ...Вăл çак сăмахсене мĕншĕн каланине ăнлантарса пама ыйтрăм та, вăл çак çын мĕн-мĕн тăвакан çын пулнине те, национализм мĕне пĕлтернине те, Лимонов камне те, унăн таврашĕсем мĕнпе палăрса тăнине те, чăваш халăхĕн наци юхăмĕнче мĕнле позициллĕ ушкăнсем пуррине те нимĕн те тĕплĕн пĕлмест иккен_ Паллах, хĕрхенес пулать ун пек çынсене. Анчах та чуххăм çынсемпе айвансене хĕрхеннипе çеç чăваш халăхĕ наци пек упранса юлаймасть-çке: халăх пулса юлас текен халăхра айвансенчен ытларах халăх правине, йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине, халăх пурăнакан çĕр лаптăкне хÿтĕлекен Паттăрсемпе Улăпсем, Шурсухал-Ăсчахсемпе Ĕмпÿсем, Пикесемпе Каччăсем кирлĕ. Пирĕн вара Арсем такам мурне хÿтĕлесе юн юхтараççĕ, Ваттисене сумран кăларнă, Яш-кĕрĕмĕ – ĕçкĕре, Хĕрупраçĕ - ясарта...Ял куштанĕсем тăван халăхăн пĕр пайне ялтан хÿтерсе тĕнчене сапалаççĕ, теприсене юрлă пурнăç тĕнче тăрăх хура ĕç шыраттарать... Пурте пĕрле вара тăван халăхĕн наци шăпи, чăвашлăх пахалăхĕсем çинчен шутламаççĕ те.

Уйрăмах тăван халăхăн çутта тухса пĕлÿ илнĕ ывăл-хĕрĕ калама çук витĕмсĕрри палăрать: вĕсемшĕн тăван чĕлхе, тăван культура куллен кирлĕ сăваплăх, çуралса-çитĕнсе мĕн ватăлса виличченех савăнма, кулянма, ăс пухма, хутшăнма кирлĕ тата чунпа ăс ыйтнине йăлтах тивĕçтерекен хатĕр пулса тăмарĕ.

Чылай чухне пире çакна — тăван чĕлхене манса тепĕр пуçпулса тăракан чĕлхене-культурăна куçнине — истори прогресĕн хирĕçлеме те май çук, хирĕçленин те усси çук пулăмĕ пек ăнлантарса йăпатаççĕ. Анчах та Чăваш Республикинче географипе пĕр килекен вăхăта пăрахăçласа декрет (Мускав) вăхăтне куçни кашни чĕрĕ организмшăнах калама çук сиенлĕ пулнă пекех ( хăйсене «сепаратист» тата «националист» тесе айăплассинчен хăраман вырăс облаçĕсенчен чылайăшĕ область Пухăвĕсенче саккун йышăнсах çав «декретлă» тата «çуллахи» вăхăтсене пăрахăçлаççĕ), ÇУТÇАНТАЛĂК е ТĔНЧЕНЕ ПУЛТАРАКАН ХĂВАТ чăваш çыннисене (халăхăн çак тапхăрти хăй калакан е кÿршĕ хунă ячĕ ниме те пĕлтермест) панă КОД (биологи шифрĕ тейĕпĕр) ниме юрăхсăр пулса юлни е ăна вăйпа «çĕмĕрни» чăваш тăхăмĕсемшĕн пĕр йĕрсĕр иртсе кайĕ тесе кам шантарса калама пултарĕ?

Этемлĕх аталанăвĕнчи чылай тÿнтерлĕх, чир-чĕр шăпах этем çутçанталăкран уйрăлса-татăлса кайнипе, çутçанталăк хывнă йăла-йĕркене пăхăнманнипе, ăна «тÿрлетме» ăшталаннипе çыхăннине наука ĕнентермеллех кăтартса панă ĕнтĕ. НАЦИН БИОЛОГИ ШИФРĔ те, апла-тăк, çутçанталăкăн черчен, анчах никĕс пĕлтерĕшлĕ вăрттăнлăхĕсенчен пĕри, эпир куç шăрçине сыхланă пек сыхлама тивĕç мул. Çакна, калăпăр, вырăс наци çыннисен пĕверĕ ăша илнĕ алкоголе сиенсĕрлетмелли ферментсемпе пуянраххи, çав ферментсем вара чăвашсен тата ытти тĕрĕк халăхĕсен çукки е сахалли те ĕнентермест-и-ха? Çавăнпах чăвашăн эрех ĕçме юрамасть, вăл алкоголизм чирне хăвăртрах ерет... Ку — тупса палăртнă вăрттăнлăх, анчах та çутçанталăк чăваша панă кодпа çыхăннă, халлĕхе тупса палăртайман пысăк пĕлтерĕшлĕ вăрттăнлăхсем урăх çук тесе никам та çирĕплетеймест-ха — пушшех те, мĕн чухлĕ ытларах тупса палăртаççĕ, вăрттăнлăхсем тата та ытлараххине ăнланса пыраççĕ. Çавăнпа та паян хăйсен ачисене çутçанталăк панă тăван чĕлхе урлă уçăлакан кодран-шифртан вăйпах пăрса ярса паянлăха пуç пулса тăракан, анчах пач урăх наци валли туса хунă кодпа çав халăха çеç пĕтĕм тарăнлăхпа уçăлакан чĕлхе-культура çумне çыпçăнтарнипе ашшĕ-амăшĕсен савăнма иртерех-ха... (Пĕтĕм тĕнчене çутçанталăк панă тăван чĕлхе-культура шифрĕ урлă ăша хывнă хыççăн çав çирĕп никĕс çине ытти чĕлхе-культура урлă уçăлакан пуянлăха «тăрлани» вара — пач урăхла калаçу.)

Тăван чĕлхепе культурăран йĕрĕнме хăнăхнин этеме хăйнех социаллă пурнăç енчен пырса тивекен сиенĕ те пысăк. Сăмахран, çакă аслă пĕлÿ илсе хăйсен енĕпе самаях профессионал пулса тăнă чăвашсене те вырăнта ( кунта, республикăра — пушшшех те!) апла-капла шайра пулин те — анчах пуç пулса тăракан, вырăсла пуплешнипех ДОМИНАНТА пулса тăма ăнтăлакан шовинистла ушкăн ( халăх темĕпĕр) ПРИМИТИВЛĂХĔ шайне тÿрех, çийĕнчех антарса лартать, чи сахалтан та — паянхи тĕнче цивилизацийĕн шухăшлавĕ шайĕнче аталанма май паракан тĕнчекурăм йышăнма чăрмантарать, малашне вара федерацире те, Европăра е тĕнчере — пушшех те, ĕç пайлавĕнче чăн чăваш пахалăхĕсене кура (чăн малтан —ăс-тăн аталанăвне, ун хыççăн - тирпейлĕхе, ĕçченлĕхе кура ) кирлĕ пулма тата тупăшура (конкуренцире) çĕнтерме çул уçакан майсене хуплать. (Пĕр тĕслĕх çеç: вырăсланса тăванла тĕрĕк тĕнчинчен ютшăнса пурăннипех, чăвашăн наукăри тата пултарулăх ĕçĕнчи маттур-маттур çыннисемех кунта е сĕтев (взятка) илекене тухса кайрĕç, е виç пуслах чи пÿтсĕр политиксене «пропагандăласа» çÿреççĕ, анчах та сахалтан та 10 çул Турци университечĕсенчи ĕç рынокне тухаймаççĕ, таса мелпех уйăхне 1000—1200 доллар ĕçлесе илеймеççĕ.)

Урăхла каласан, ЧĂВАШ ÇАПЛИПЕХ ТĔНЧЕНЕ ТУХАЙМАСТЬ-ХА, тĕнче тăрăх хамăра ытти цивилизациллĕ халăхсемпе тан туйса саркаланса çÿрейместпĕр-ха.Çак тÿнтер лару-тăрăвăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ (тĕп тесен те йăнăш мар) сăлтавĕ — шăпах наци нигилизмĕ.

(Паян влаçра ларакан вăйсем «тĕнчене тухатпăр!» тесе пропаганда тĕллевĕпе янрашнине çакăнта калакан тĕнчене тухни ăнлавпа пăтраштарса ан улталанăр! Эпĕ кунта асăнакан ТĔНЧЕ вăл — паянхи кун тĕлне Европăри чи аталаннă çĕршывсенчи обществăри кăмăл-сипетпе правăн чи сумлă шайĕ, çав шайра пирĕн паянхи пуçлăхсем хăйсен авторитарлă тавракурăмĕпе-ĕçĕсемпе, халăха, общество шухăшне, правăна ним вырăнне те картман хăтланкаларăшĕсемпе, коррупцилĕхĕпе хăсăк кăна килтерме пултараççĕ – унтан мала маар! Сăмахран, хăй вăхăтĕнче ЧР Президенчĕн ПĔРРЕМĔШ пулăшаканĕ хăйĕн «хуçине» халалласа виç чĕлхепе — чăвашла, вырăсла тата акăлчанла ( «тĕнчене тухнă!» ) пичетленĕ поэмăна кĕнеке лавккинче курсан, Швеци çыравçи, хăй вăхăтĕнче 20 çула яхăн СССРта ĕçленĕ журналист, тĕрĕсреххĕн те каласан, А.Солженицынăн «ГУЛаг архипелагне» пуçласа ют чĕлхене - шведла куçарнă, çапла вара ун валли Нобель премине илме тÿрĕ çул уçнă Ханс Бйоркегрен каçса кайсах ахăлтатрĕ... Çук, вăл поэмăна халалланă çын çакна тивĕç марринчен, поэма начарринчен кулмасть — вăл герой çакна тивĕçлĕ-тивĕçлĕ маррине те, поэма лайăххи-начаррине те пĕлмест, анчах та уншăн — монарх (король) паян кун та пур (!) çĕршывран килнĕ çыншăн пулин те (!) — «демократиллĕ» ятлă, халăх суйласа лартакан влаçри пуçлăха «мухтаса», тĕрĕссипе — йăпăлтатса, хăйĕн чи аслă чиновникĕ ним сăлтавсăрах (юбилей татти те пулин çук вĕт-ха иçмасса!) поэма çырса пичетлени — калама çук кулăшла çеç мар, çĕнĕ Раççейри влаç намăссăрлăхĕн сарказмпах тăрăхласа кулмалли тĕслĕхĕ те. Çавăнпа та вĕсем «тĕнчене тухни» — ăнсăртран пĕр-пĕр сумлă йышăнăва лекме пултарни е пĕр-пĕр укçа тÿлесе хутшăнмалли опрос-конкурссенче «çĕнтерни» кăна. Е тата хăйсем евĕрех нимĕнле кăмăл-сипет чаракĕсĕр политиксемпе «ыталашни» тата пирĕн пуян çĕршыв пурлăхне йÿнĕпе туянса пуйма пĕрле каварлашакан финанспа промышленность ушкăнĕсемпе хутшăнни çеç...)

Килте хăвăн арăму, ачу, тăвану, юлташу... санпа вырăсла калаçнă чухне санăн тăван чĕлхÿпе — чăвашла хуравлама калама çук йывăр психологи чикки урлă каçаймасан, урамра , лавккара, пасарта, кашни çыннăн каймах тивекен тĕрлĕ учрежденисенче сана чăвашла калаçнине хирĕç «говори на нормальном (культурном) языке!» тесен те чăвашла хуравлама е ыйтма хăюлăх çитейменни е çитерейменни ( анчах сана тепĕр çын эсĕ калаçас темен чĕлхепе калаçма хистеме пултарать-тăк, мĕншĕн эсĕ те çавнах тума пултараймастăн? Çитменнине Чăваш патшалăхĕнче çапла тума сана ЧР Конституцийĕ хÿтĕлет, Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче те пире чăвашла калаçса пурăнма РФ Конституцийĕ ирĕк парать — тĕрĕссипе, хамăрăн шăнăрлăх çеç çитмест) пирĕн тăван чĕлхен ахаль те ытларах йăлара çеç усă куракан уçлăхне тата та ансăрлатать тата унăн халăхăн кулленхи пурнăçĕнче пурăнмалли чи кирлĕ статусне пĕтерсе хума пулăшать пулсан, цивилизациллĕ обществăра хутшăну саманчĕсенче — пухусенче, конференцисенче, симпозиумсенче, канашлусенче, ларусенче... чăваш çынни шухăша тăван чĕлхепе каласран именни, йышăнусене вырăсла çеç çырма ăнтăлни, тĕпчевсене тата ытти ĕçсене вырăсла çеç çырни, çав шутра тăван халăх историйĕпе культурине те вырăсла çеç тĕпчеме тăрăшни чăваш чĕлхипе усă куракан цивилизаци уçлăхне тухмалли çула пÿлсех хурать, Тăван чĕлхене — тĕнчери чи сумлă ученăйсем палăртнă тăрăх, çутçанталăкри пур япала пекех чĕрĕскерне (Чăваш Тĕнне аса илĕр!) — малалла аталанма чарса лартать (Пушкина, Горькие... паян тăратса лартсан та вĕсем урамра паян калаçакан çамрăксене ăнланайман пулĕччĕç — ырра-и, усала-и, вырăс чĕлхи аталанать, чăваш чĕлхи вара...), ăна наукăпа техника прогресĕн айккинче тăратса хăварать, пыра-киле вара çĕр çинчен пач çухаласси патнех илсе пырать.

Çак КАТАСТРОФА, хăйне май хамăр нигилизма-примитивлăха пула çуратнă «техногенлă» катастрофа, малтанах асăнтăмăр, çак çухалакан халăх ывăл-хĕрĕсемшĕн те пĕр йĕрсĕр иртмесси паянах паллă. Генсен, этем ÿт-пĕвĕпе ăс-хакăлĕн чи вăртттăн йĕркеленÿ тытăмĕсен шайĕнчи тÿнтер улшăнусем таранах паян никам та татăклă патологи морфологине çырса хуман пулин те, анчах та пайăр тата масссăллă СУТĂНЧĂКЛĂХ ПСИХОЗĔ е СУТĂНЧĂКЛĂХ СИНДРОМĔ, çавна пула çуралакан АЙĂПЛĂХ-КАТĂКЛĂХ СИНДРОМĔ-ПСИХОЗĔПЕ пĕрле.çухалакан халăхăн тăхăмĕсенче сахалтан та ăс-тăн аталанăвĕнче, психикăпа нерв тытăмĕсенче калама çук тÿнтер пулăмсем патне илсе пырасси куçкĕрет. Çавăнпа ăсран тайăлакан, депрессипе, катăклăх туйăмĕпе аптракан ачасен шучĕ ÿсме пултарассине паянхи медицина çитĕнĕвĕсем ĕнентермелле çирĕплетеççĕ.

Чăваш евĕр, шучĕпе йышлă мар, пĕтĕм Раççей талккăшĕпех сапаланса пурăнакан, ачисене чăвашла (тăван чĕлхе-культура ăшĕнче) çитĕнтереймен халăхсен чĕлхи çĕр çинчен çухаласси информаци ĕмĕрĕнче калама та çук хăвăрт пулса иртме пултарать. Анчах та çакă паянхи чăвашсене тăван чĕлхемĕре-культурăмăра хаяр истори çулĕпе пиншер çул хушши упраса-сыхласа-аталантарса паянхи куна çити илсе çитернĕ мăнасаннесемпе мăнкукамайсем, мăнасаттесемпе мăнкукаçейсем умĕнче çĕр чăтайми намăса кĕртсе ÿкернĕ пулĕччĕ. Несĕлсем умĕнчи айăплăх туйăмĕ (чирĕ) халăх чунне шалтан аркатма пуçлĕ. Хăй чĕлхине-культурине сутнă халăхăн ыранхи ăрăвĕсем тĕнчере нихăш халăх умĕнче те ырă ят-сумлă пулас çук. Паян пире таптакансем, ют халăха кăларакансем хăйсемех ыран пиртен йĕрĕнсе кулĕç, чăваш чĕлхи-культури çĕр çинчен çухалнăшăн чăвашсем хăйсемех айăплă тесе лăх-лăх кулĕç.

Шăпах апла ан пултăр тесе, паянхи чăваш халăхне хăйĕн чĕлхипе культурине упрама кар! çĕкленме йыхăрса тĕслĕх кăтартакан çук. Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйсем хуçа пулса тăракан органĕсене çак енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистекен политикăпа общество вăйĕсем çук. Çак истори умĕнчи яваплă самантра Чăваш Республикин патшалăх влаçĕнче тата вырăнти хăйхуçаланакан органсенче ĕçлекенсене чăваш халăхĕн тĕнче прави тата Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ паракан прависене хÿтĕлекен пĕртен-пĕр влаç тытăмĕсем пулнине ăша хывса ĕçлеменшĕн ЯВАП ТЫТТАРАКАН саккунлă вăй çук (саккунсăррисем пуласран Тур хăтартăр).

ЮРИСТСЕНЕ "ПĂХĂНМАН" САККУНСЕМ Е САККУНА ПĂХĂНМАН ЮРИСТСЕМ

Тĕрĕссипе, чăвашсен тата ытти наци çыннисен прависене саккунлă хÿтĕлекен е хÿтĕлеме тивĕç саккунлă тытăмсем пур, вĕсем халăх шучĕпех калама çук пысăк укçа илсех ĕçлеççĕ: милици, прокуратура тата суд. Урамра ÿсĕр выртакан çынсен кĕсйисене «тасатма» тата чарăнусенче хĕвелçаврăнăш сутакан карчăксене хÿтерме çеç патттăр мĕскĕн милиционерсене шута илмесен, тепĕр икккĕшĕ мĕнле ĕçленине икĕ тĕслĕхпе çеç çирĕплетем.

Пĕчĕк тĕслĕх. 3 çул каялла Шупашкар хулин Мускав район прокуратурине вĕрентÿ органĕсем чăвашла çитĕнекен ача валли ача садĕнче чăвашла ушкăн уçса паманнине право йĕркипе хак пама ыйту тăратрăм. А.Игнатьев «чăваш» тата «прокурор» 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче 4 ачан ашшшĕ-амăшĕ «çеç» ачисене чăваш ушкăнне яма килĕшни, çавна май Чăваш патшалăхĕн тĕп хулинчи çак ача садĕнче ниепле те ачасене чăвашла çитĕнтерекен ушкăн уçма «май çукки» çинчен пĕлтерсе «лăплантару хуравĕ» пачĕ. Право йĕркине «сыхлакан» çак юристăн пуçне те пырса кĕмен пулас: хулари пĕр ача садĕнче чăвашла пĕлмен тата чăвашла калаçнине хисеплемен «заведующи» тĕпчесен те ачисене тăван чĕлхипе аталантарса çитĕнтерес 4 çемье тупăннă та, çак кăмăла чăннипех те чăваш чĕлхине хисеплекенсем тĕпчесе палăртнă пулсан, пĕр ача садĕнчех тата миçе «чăваш» тупăннă пулĕччĕ-ши? Анчах та "право патшалăхĕ" тăватпăр тесе пĕлтернĕ Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикишĕн чи кулянмалли çакă — нумай çул хушши право йĕркине «сыхласа» тем тĕрлĕ звани те чин илнĕ прокурорăн пуçне те пырса кĕмен пулас: вăл хăйĕн хуравĕпе сахалтан та ТĂВАТĂ АЧАН тата САКĂР АШШĔ-АМĂШĔН Конституци ( тÿрремĕн ĕçлекен Тĕп Саккун!) паракан прависене сĕмсĕррĕн таптакансене хÿтĕленĕ! Хулари вуншар ача садĕнче тăван чĕлхене ачаран вĕренсе çитĕнме май туса паманран миçе чăваш ачи ирĕксĕртен манкуртланса çитĕнмест-ши? Хисеплĕ прокурор хуравĕ вара вĕсен пурин правине те сĕмсĕррĕн таптать. Иисуса пăталаттараканни те прокуратор ятлă пулнине кура, çав ята (должноçне мар) çывăх прокурорсем те хăйсене пĕтĕм халăха Голгофа тăвĕ çине хăвалама право панă пуль ĕнтĕ...

Раççей юрисчĕсен калама çук «тарăн» пĕлĕвне тата право «культурине» тепĕр тĕслĕх тата та ĕнентерÿллĕ çирĕплетет.

Яланах официаллă органсенчен пĕри шутланнă «Советская Чувашия» хаçатăн кăткăс политикăпа çулне кура мар ир кăсăкланса кайнă акселерат «хĕрĕ» — «Молодежный курьер» хаçат 2000 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕпе юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ хушшинче тухнă номерĕнче «Типун на язык» ятлă статья пичетленĕ. Унăн ятне «Типун на чувашский язык» тесе вуласан шăп та шай тĕл лектерни пулĕ. Вырăс халăхĕн çак ылхан фразеологине чăвашла «Чăваш чĕлхине шăрпăк кĕтĕрех!» тесе куçармалла-тăр.

Статья, пайăррăн илсен, ятне-хушаматне саккунпах чăвашлатса илнĕ, хăйне обществăллă вырăнсенче патшалăхăн саккунлă пĕрремĕш чĕлхипе — чăваш чĕлхипе калаçнăшăнах мăшкăлланă должноçри çынсене саккунлă йĕркепех явап тыттарма тавăçсем тăратнипе палăрнă Пил Тымарлана хирĕç çырнăскер. Пĕтĕмĕшле илсен, стаья чăваш наци юхăмĕн хастарĕсене ("нацпатриоты"...) варалас тĕллевлĕскер. Хăйĕн хура тĕллевне автор Тымарлана «саккуна хирĕç» ĕçсем тунă пек кăтартса, чăваш чĕлхин саккунлă патшалăх чĕлхи статусне хÿтĕлеме ыйтакансен саккунлă тата хăюллă позицине те саккунсăр ĕç пек кăтартма хăтланса пурнăçласшăн пулнă.

Акă çакна ĕнентерекен йркесем: "Местные национальные деятели все уши прожужжали про необходимость выполнения республиканского Закона «О языках в ЧР». (Курăр-ха, епле тискер çынсем иккен вĕсем — «национальные деятели»: саккуна пурнăçлама ыйтма хăяççĕ!!! — И.И.) ... 27 октября республиканский Закон «О языках в ЧР» вступит в полную силу. Через какой-то месяц огромная армия людей, по долгу службы занимающихся делопроизводством, будет обязана знать чувашский язык (саккун пĕлмесĕрех, чĕлхе пĕлмесĕрех влаçри чиновник, прокурор, судья, милиционер, юридици генералĕ пулма мĕнле канлĕ те ырă, темле тискер нацпатриотсем тупăнннă, чиновниксене, мĕскĕнсене, пач та хĕрхенмеççĕ, чĕлхе те вĕрентесшĕн, саккуна та пăхăнтарасшăн— анчах саккун мĕнне пĕлмесĕрех прокурор, милиционер, судья, юридици генералĕ... пулнă çынсем влаçра чухне чăвашла пĕлмен чиновник Чăваш патшалăхĕнче те чăвашла вĕренсе ларас çук çав ĕнтĕ...— И.И. ), ожидаются и другие крутые нововведения ), («...другие крутые» мĕн иккенне каламасан та, чун сÿ! туса каять вĕт: тен, «мочить в сортире» текенни — «нацпатриотсенчен» тем те кĕтме пулать вĕсенчен...—И.И.). В таких условиях ( (чиновниксем вырăсла калаçнипе юнашар чăвашла та калаçма пуçланă май çĕршывра пулса тăнă лару-тăрура чи малтан Раççейре чăвашсем шутласа кăларнă концлагерьти пек этем чăтайми условисенче ĕнтĕ.—И.И. ), местные нацпатриоты могут совсем «распоясаться» (чăнахах, хам та тахçанах калатăп — тем те кĕтме пулать ку чăвашла калаçас текен чăвашсенчен: тăванла тĕрĕк халăхĕсене хÿтĕлетпĕр тесе, пĕтĕм çĕршыва пĕрремĕш тĕнче вăрçине явăçтарчĕç, миçе милллион çынна пĕтерчĕç, кайран пăлхавăр туса граждан вăрçи пуçларĕç (вырăссен паллă писателĕн И.Бунинăн «Окаянные дни» хайлавне вулăр — вăл пăлхавăрçăсем чăваш сăнлă пулнине ĕнентерет!), унта каллех миçе миллион халăха тĕп турĕç, 30-мĕш çулсенчи репрессие пуçарса, ним айăпсăр çĕртен миçе миллион çынна асаплантарса вĕлерчĕç, иккĕмĕш тĕнче вăрçине пуçарса ярса, тăшман танкĕсене хирĕç çара аллăн çапăçтарса, халăха миллионĕ-миллионĕпе пĕтерчĕç, Афганистанпа Чечнере вут чĕртрĕç, халь тата Багдада бомбăлаççĕ, ай-тур-тур!.. ), настаивая на строгом выполнении (Ах-тур-тур, мĕнле чăтмалла ку мăшкăла — саккуна çирĕп пурнăçлама ыйтаççĕ вĕт-ха!—И.И. ) одного закона и умаляя другие (калап çав кунта тем йĕркеллех мар тесе: Раççейре утне саккунсене «умалять» тăваççĕ, хăшĕсене пач та пурнăçламаççĕ, нихçан та никам айăплннс те тупса палăртман —тинех куншăн кам тата мĕн айăплине пĕлтĕмĕр — чăвашсем тата «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун иккен, эсремет! —И.И. )».

Çÿлерехри йĕркесене вуланипех «пиçсе çитеймен» тата тарăхупа «тулса çитеймен» вулакансем валли те вута сапмалли краççын курки пур: «национальные деятели, видимо, полагают, что от этого население Чувашии станет жить лучше». Тĕрĕсех ĕнтĕ, миçе çул влаçра ларса та Атнер Хусанкайпа Пил Тымарлан энд Компани хура халăх пурнăçне ниепле те çăмăллатаймарĕç, ялан пуянсене çеç пуйтарса пычĕç, пĕтĕм республика экономикине хăйсен шайккинчи çынсем хушшшинче пайласа тухрĕç, халь тата халăх нуши пирки шутлас вырăнне епле вĕсем ятарлă туса тултарнă саунăсенче ушкăнăн-ушкăнăн хĕрсемпе алхасса мунчасем кĕнĕ чухне те темле чĕлхесем çинчен çеç шутлаççĕ, пурнăç йывăрришĕн халăха вĕсем çине вĕслетмесен, тата кам çине вĕслетмелле ĕнтĕ? Тĕрĕсех тăвать вĕт калама çук хăюллă хаçат! Халăх куçне еплерех уçать, тĕрĕс сăмах калас тесе нимрен те хăрамасть! Юрать çавăн пек хăюллă хаçатсем пур, унсăрăн ыттисем пурте халăх пуçне минретсе çеç пурăнаççĕ: чăваш халăхĕ, пуçлăхсене, патшалăха шанма, итлеме хăнăхнăскер, ниепле те паянхи суя хаçатсенче мĕн çырнине кура тĕрĕслĕхе кутăнла ăнланса илме вĕренеймерĕ-ха... Çав «ăнман» националистсен шучĕпе вара чăваш к...чен тухса тăван чĕлхÿне пĕлмесен те, ху пĕлменнипе ют çын умĕнче мухтанни мухтанакана хăйне те чыс туманнине ăнланмалăх та пулин «аслă вырăс халăхĕнчен» тата «аслă вырăс культуринчен» ăспа тирпей илеймен мĕскĕн автортан (Виктор Прокопьев) тата «Советская Чувашия» тата «Молодежный курьер» ятлă чаплă вырăс хаçачĕсенче ĕçлекен, анчах та Прокопьев евĕрех синкер шăпаллă (чăваш к...чен тухнă!) «сăмах ăстисенчен» ш...сах кулмалли çав çÿлерех илсе кăтартнă предложенире те çителĕклех. Сăмахран, çÿлерехри çав философи «мерченне» урăх халăхсене, урăх çĕршывсене тата урăх «деятельсене» ятран асăнса вуласа пăхăр-ха — Жванецкий айккинче тăтăр!

Акă РФ Президенчĕ кăçал та анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унăн сăмахĕсене эпĕ тепĕр сыпăк эпиграфĕ пекех усă куртăм: «Русский язык — основа нашей культуры... Русский язык — основа нашей государственности». Çак сăмахсене каланине кура та, должноçне кура та, Путин — вырăссен «национальнăй деятелĕ».

Халь вара «Советская Чувашия» хасатăн вилĕмсĕр "афоризмне" çапла вуласа пăхар:

«Национальный деятель Путин, видимо, полагает, что от этого население России станет жить лучше».

Е, калăпăр, ЧР Президенчĕ хăйне вырăс тесе çыртарнинех аса илер:

«Национальный деятель Федоров, видимо, полага-ет, что от этого население Чувашии станет жить лучше».

Е тепĕр тĕслĕх. «Жизнь» хаçат (90-мĕш номер, 2003 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ) çапла çырать: «Глава спортивного ведомства Чувашии Вячеслав Краснов в корне поменял свой имидж (...) опустил довольно пышные усы».

«Советская Чувашия» версийĕпе:

«Национальный деятель Краснов, видимо, полагает, что от этого население Чувашии станет жить лучше»...

Шутлатăп та, кăçал кĕркунне Шупашкарта — «культурнăйран культурнăй столицăра» — ирттерме палăртнă «Ылттăн Чаппай» сатирăпа кулăш фестивалĕнче «Советская Чувашия» журналисчĕсем çак «афоризмпа» 1-мĕш вырăн йышăнаççех! (Çĕнтерÿçĕ пулассине малтанах систерсе хунăшăн мана вырăсла «Советская Чувашия» хаçатра чăвашла пĕр пĕлтерÿ пичетлесе парсан та çитет — тÿлевсĕр те мар, укçине хамах тÿлетĕп. Унсăрăн тĕпрен тĕп чăваш хаçачĕн улпучĕ чăвашла хаçатра вырăсла пĕлтерÿ пичетле-пичетлех пуйса кайрĕ, вырăсла хаçат редакторĕсене те пуйтарас килет - тен, ун чухне çав хаçатри журналистсем чăваш чĕлхи пирки çакăн евĕр паккăç япаласем пичетлеме пăрахĕç?)

Çапах та кула-кула чăвашсем пек «распоясаться» тусах ан кайăр - çак хаçатри статья тăсăмĕ те ун пекех кулăшла мар.

Пĕрремĕшĕнчен, хăйĕн «тарăн» шухăшне «Советская Чувашия» хĕрĕ («дочернее предприятие» теççĕ те-ха...) Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн сăмахĕсемпе сăваплать: «В ходе предвыборной кампании я провозгласил: нанионализм буду выжигать каленым железом...»

Шел те, хисеплĕрен хисеплĕ Николай Васильевич хăйĕн Президент инаугурацийĕнче хăйне пехилленĕ Геннадий Никандрович Волков академик Чăваш телевиденийĕпех каланă (кайран çав шухăша «Хыпар» хаçатра та темиçе те çырчĕç) сăмахĕсене тимлесех итлеймен пулас, пулăшаканĕсем те çав пĕлтерĕшлĕ ахрăма пусарсах палăртса евитлемен ахăр, унсăрăн çапла йомăш персе яман пулĕччĕ — çĕршывра çеç мар, чикĕ леш енче те сумлă чăваш академик вара пусарсах çапла палăртнăччĕ: «ЧĂВАШРА НИМĔНЛЕ НАЦИОНАЛИЗМ ТА ÇУК (чăваш национализмĕ ĕнтĕ, «шовинизм» ятлă вырăс национализмĕ вара — тăп-тулли, анчах сăпайлă академикĕмĕр çакна çынсем каламасăрах пĕлеççĕ тесе шутланă ĕнтĕ. — И.И.). НАЦИОНАЛИЗМА МАЙРА УПĂШКИСЕМ КĂНА ШЫРАÇÇĔ».(Ку сăмахсене те академикĕмĕр Николай Васильевича шута илсе каламан-тăр-ха, Атнер Хусанкая юнаса çеç каланă пуль — унăн арăмĕ бурят хĕрарăмĕ, майра...)

Ăнсах пĕтмен журналистсем вара малалла та хăйсен сумсăр ĕçне хисеплĕ Президент сăмахĕсемпех хÿтĕлеме хăтланаççĕ:

«Национальность — это не некая охранная грамота, которая должна тебе что-то гарантировать от государства».

Йейпух та, ку сăмахсене суйса кăна пирĕн хисеплĕ Президент каланă тесе çыраççĕ ĕнтĕ — республикăра икçĕре яхăн хаçат-журнал, патшалăх чиновникĕсем вуласа-сăнаса та ĕлкĕреймеççĕ ĕнтĕ: ара, епле ĕлкĕрĕн, чиновниксем чăвашла вуламасан та, вырăсла тухаканнисем хăйсем кăна теçетки-теçеткипе — республикăра тухса тăракан хаçат-журналсен 95 проценчĕ! Е кахалланаççĕ пуль чиновниксем — çавăнпа чиновник те ĕнтĕ вĕсем —хисеплĕ Президентăмăр ятне яраççĕ вĕт, прохвостсем! Ара, пирĕн Президент — юридици ăслăхĕсен кандидачĕ, РФ юстици министрĕ пулнă çын, унăн юстици советникĕн титулĕ те «çар генералĕ» званипе танлашать, унăн ваккат канттурĕсем кăна Шупашкартан Мускав таран теçеткипе теççĕ, вăл та саккун пĕлмесен — кам пĕлет?

Паллах, РФ Конституцине ăна вăл хăй министр мар чухне йышăннă та-ха, çапах... Тем... ун чухне — 1993 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче — Чăваш Енре хĕрсех Президент суйлавĕ пынă та, тен, кандидат пулнă Николай Васильевич суйлав пăтравне пула РФ Конституцине те вуламасăр юлнă пулинех, мăнтарăн... Мĕн тăвăн, çавăн пек ĕнтĕ вăл халăхшăн ырми-канми тăрăшаканăн шăпи — çĕр çывăрми халăха телейлĕрех тăвасси çинчен шутлатăн-шутлатăн, ху вара чи кирлине те вулаймасăрах юлатăн... Мĕн, унсăрăн хисеплĕ Президентăмăр пĕлмĕччĕ тетĕр-им, сăмахран, РФ Конституцийĕн 17, 19, 26-мĕш статйисене?

СТАТЬЯ 26. Пункт 1. Каждый вправе определять и указывать свою национальную принадлежность (...) Пункт 2. Каждый имеет право на пользование родным языком, на свободный выбор языка обучения и творчества.

Куратпăр ĕнтĕ, РФ Тĕп Саккунĕ çыннăн нацилĕхне иышăнать, çын тăван чĕлхипе ирĕклĕ усă курма пултарнине çирĕплетет (антив, практикăра çав «свободный выбор» текеннине вăрçăри пек кĕрешсе çĕнсе илмелле пулин те). Ку çеç те мар — чăваш (ахаль гражданин, анчах чиновник мар!) хăйĕнпе кам та пулин вырăсла калаçма пуçласан, вырăсла хуравламасан та пултарать — апла-тăк, ăна ку хутшăну чĕлхи килĕшмест (шел, халлĕхе ку правăпа вырăссем çеç усă кураççĕ-ха). Çитменнине, кашни чăваш мĕн пĕчĕкрен пуçласа ача сачĕн, пуçламăш, тулли мар вăтам , вăтам шкул, институт-университетсен программисене тăван чĕлхепех вĕренсе пĕтерме пултарать ( шел, каллех халлĕхе ку правăпа вырăссем çеç усă кураççĕ-ха).

Анчах... шкул патшалăхăн-çке, чăвашăн чăвашла вĕренме право пур пулсан, шкулпа кам тивĕçтермелле вара? Нивушлĕ «Советская Чувашия» хаçат тĕрĕссине çырать — патшалăх ним те гарантилемест?!

Каллех суять иккен хаçат (хисеплĕ Президент çинчен апла калама хăять тесе ан шутлăр!):

СТАТЬЯ 17. Пункт 1. В Российской Федерации признаются и гарантируются права и свободы человека и гражданина согласно общепринятым принципам и нормам международного права и в соответствии с настоящей Конституцией. Пункт 2. Основные права и свободы человека неотчуждаемы и принадлежат каждому от рождения. Пункт 3. Осуществление прав и свобод человека и гражданина не должно нарушать права и свободы других лиц.

«Гарантирует» иккен патшалăх, еплешше «гарантирует»! Çак сăмаха Тĕп Саккунра ик теçетке таран çырса хунă!

Пирĕн правасене те никам та туртса илеймест иккен — «неотчуждаемы» и вçо! Пире чăвашла калаçтарас мар текен темле чиновник те тупăнĕ — анчах, шалишь! Ним те тăваймасть! Пирĕн чăвашла калаçас килет, пирĕн чăвашла калаçма право пур, тархасшăн, хисеплĕ чиновник, шовинистла ăшунта пире çисе яма хатĕр пулсан та, шăлна çырт та пире чăвашла саркаланса пурăнма ху мĕн тумаллине туса пар... Анчах вырăса кăна... вырăса кăна! чăвашла вăйпа калаçтарма юрамасть. Вырăса! Анчах чиновнике мар! Чиновник вăл чăваш та мар, вырăс та мар, вăл хăй уйрăм «наци», ăна Чăваш патшалăхĕнче чăвашла калаçтарма юрать кăна мар, калаçтармаллах:

СТАТЬЯ 68. (...) Пункт2. Республики вправе устанавливать свои государственные языки (...)

Патшалăх чĕлхи туса хурсан та унпа калаçмасан — чăх кулли! Чукун çул хыв та, пуйăсĕ ан çÿретĕр, ĕне усра та — сĕт ан су, завод ларт та — трактор ан кăлар... Пĕтĕм тĕнче Раççей Федерацийĕнчен кулса вилет вĕт апла. Эпир нипоччом та никама та хамăр Тĕп Саккунран, хамăр çĕршывран култармастпăр! Чăваш чĕлхи — патшалăх чĕлхи, апла-тăк — чăвашлах калаçатпăр!

Тĕрĕссипе каласан, эпир — чăвашсем — чăтăмлă халăх. Чăвашла калаçмасăр мĕн чухлĕ чăтнă — малашне те чăтма пултарăпăр. Анчах... Анчах ун чухне ку Раççей Федерацийĕн Конституцине пăсни пулать, питĕ аван Тĕп Саккунах ним айăпсăр çĕртен юрăхсăра тухать...

Çапла, çапла. Акă, вулăр-ха:

СТАТЬЯ 68. (...) Пункт 3. Российская Федерация гарантирует всем ее народам право на сохранение родного языка, создание условий для его изучения и развития.

Калăпăр, Тĕп Саккун эпир чăвашла калаçнине гарантилет тейĕпĕр — ку ăнланмалла япала. Ăçта калаçма «гарантилет»? Паллах, савнипе юркан-утиял айне чăмсан чăвашла калаçассине патшалăх та гарантилеймест — Конституцирех «личная жизнь неприкосновенна» тесе хытарсах хунă. Апла-тăк, патшалăх пире урамра, шкулта, институтра, тĕрлĕ учрежденисенче чăвашла калаçнине гарантилет: чăвашла калаçнăшăнах урă çынна милицин те тытса кайма право çук, учрежденири пĕр-пĕр чиновник те пире «Говори на нормальном языке!» тесе хуравламалла мар (шел, мана çакăн евĕр хуравсем Шупашкар хулин мэрийĕнче те, Ленин район сучĕн канцелярийĕнче те, нумай-нумай лавккапа «Чăвашпичет» киоскĕсенче те илтме тивнĕ, тивет те...). Анчах чиновникĕнчен ытларах хамăрах айăплă-тăр: патшалăх эпир чăвашла калаçнине ГАРАНТИЛЕТ, хамăр вара - КАЛАÇМАСТПĂР!

Ку, ман шутпа, — пăлхавăр, кавар, саботаж! Патшалăха, Конституцие хирĕç пыни! Вырăс халăхне тата чĕлхине варалас тĕллевпе тунă кавар! Тăшмансем вырăсран тата Раççейрен кулма пуçлĕç: «Вĕсем Конституцине те ячĕшĕн çеç çырса хунă, хăйсен саккунне те хăйсем пăхăнмаççĕ, чăваш пек вак халăхсене çаплипех колонире пусарса усраççĕ, тăван чĕлхипе те калаçтармаççĕ, этем прависемпе ирĕклĕхĕсене те гарантилемеççĕ, атьăр Раççее Гаагăра суд тăвар, тепĕр Нюрнберг процесĕ ирттерер!»,— т е й ĕ ç .

Чăвашсем вара нихçан та патшалăха хирĕç кайман, нихçан та сутăнчăк пулман, хальхинче те тăшмансене Раççей Федерацийĕнчен кулма парас çук: чăвашла калаçса пурăнма право пур — чăвашла калаçса саркаланма ирĕк панă — патшалăх пире мĕн çуралса мĕн виличчен чăвашла калаçтарса пурăнтарасшăн — эппин, саккунпа патшалăх хушнинчен иртместпĕр, ПУРНĂÇ ТĂРШШĔПЕХ ЧĂВАШЛА КАЛАÇСА ПУРĂНАТПĂР! Хамăрăн тăван çĕршыв пулса тăнă Раççей Федерацийĕнчен никама та култармастпăр!

Çавăн пекех темле ăнман журналистсене те Чăваш Республикин Президенчĕнчен Н.Федоровран култармастпăр — и вçо! Атту вĕсем çÿлерех илсе кăтартнă сăмахсене пирĕн хисеплĕ элтепер «Российская газета» хаçатра пичетленĕ тесе çырнă. Хăйсем чеен çырнă, хăçан, хăш номерте пичетленнине çырман, явăлсем — халăха улталатпăр, президента хирĕç тăрататпăр тенĕ ĕнтĕ! Каласан та ку сăмахсене Н.Федоров суйлав вăхăтĕнче вырăс шовинисчĕсен сассисене илес тĕллевпе юри каланă пулинех — лешсем вара, айвансем, шансах пăрахнă, хи-хи! Çав кирлĕ-ха вĕсене, пĕтĕм цивилизациллĕ тĕнче вак халăхсен прависене те хăйсеннипе тан картма вĕренсе çитнĕ вăхăтра та леш çĕрпÿртсенче пурăннă вăхăтри пек шовинистланса ан пурăнччăр, сире тăна кĕртмелли майсене эпир пĕрех тупатпăрах: акă хальхинче те эпир çĕнтертĕмĕр — малтанхи суйлавра пире президент та суйлаттармарăр, хальхинче вара хамăр президентăмăра суйларăмăр-суйларăмăрах! Халь пур çĕрте те чăвашлах калаçатпăр, чăвашăн Ыр-Хаярĕсене палăк хыççăн палăк лартатпăр (Упраççи-Анне тата Аттил-Атте) т. ыт. те.

Хву, чун тинех лăштах кайрĕ...Унсăрăн хисеплĕ Президентăмăра çиленсех лартнăччĕ, хисеплĕ пулнă Николай Васильевич пĕтнĕ çын иккен тесех шутлама пуçланăччĕ, хăйĕн нацине вырăс тесе çыртарчĕ те, ăсне те, тăнне те, чысне те çухатрĕ иккен тенĕччĕ (Бюллетень Центральной избирательной комиссии Российской Федерации, номер 1 (12), Москва, 1994; Сдано в набор 07.02.94; Подписано в печать 15.02.94; Гарнитура «Балтика»; Печать высокая. Тираж 106.000 экз. Издательство «Известия» — стр. 20 :Демократическая партия России, депутат номер 4: Федоров Николай Васильевич, 1958 года рождения, русский, образование высшее, беспартийный, адвокат, г.Москва) . Тавах Турра, пурте йĕркеллех иккен!

Ара, кайран вырăса тухсан та, малтан чăваш пулнă çын нихçан та çав хаçатра илсе кăтартнă пек тÿрккес çырас çук, «Советская Чувашия» хаçатри латти çук журналистсен статйине те хÿтте илес çук — лешсем чăваш патриочĕсене çеç мар, ДЕМОКРАТИЕ ТЕ УÇÇĂНАХ ТАПТАÇÇĔ. Демократи партийĕн списокĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă Н. Федоров ниепле те капла тума пултарайман пулĕччĕ. Ак мĕн çырма ăс çитереççĕ те-ха çав статьяра вĕсем:
«Да и соратники (Тымарлана. — И.И.) по нацдвижению хороши. Сегодня они всерьез ставят вопрос о пересмотре истории чувашского народа, о его происхождении. Вот их последнее «открытие»: по утверждению Илле Элли, присоединение Чувашии к России, видите ли, не было добровольным» .

Шалт аптрамалла ку «Советская Чувашия» хаçатри ылтăн перо хуçисемпе: çыраççĕ те çыраççĕ, çыраççĕ те çыраççĕ, Шупашкарти ТĂМ ПИЧЕЧĔн (Исмай Исемпек) маччи ишĕлсе анас патне çитрĕ ĕнтĕ, вĕсем пур çаплипех шурă хута варалаççĕ, Раççей Конституцине уçса вулама та вăхăт тупаймаççĕ. Уçса вуласанах ăсланса каятчĕç те-ха, малашне саккуна хирĕç япаласем çырас çукчĕ (халь тин Конституци уçса вуласан, хăйсем Тĕп Саккуна хирĕç пынине ăнланса илсен, намăсланнипе тата сехрисем хăпнипе, çур Пичет çурчĕ перĕнсе вилет-и-ха ĕнтĕ, Тур хăтартăр...):

СТАТЬЯ 29. Пункт 1. Каждому гарантируется свобода мысли и слова.

Эпир хамăр та журналистсене, шухăшлама чарма мар, пушшех те - ШУХĂШЛАМА ВĔРЕНТЕСШĔН, хăйсен çивĕч шухăшне пичетлесе кăлариччен сăмах хускатнă япала пирки апла та, капла та пуçа çавăрса шухăшласа пăхма вĕрентесшĕн, пирĕн чыса суяпа вараламан сăмахĕсене ирĕклĕн калаттарасшăн... Анчах, эккей, пулаççĕ вĕт хăлăхсăр çынсем, вĕсем вара пире, статьяра асăннă пек, чăвашăн историйĕ пирки ИРĔКЛĔ ШУХĂШЛАМА ТА ЧАРАСШĂН-ÇКЕ-ХА, этем инкекĕсем!

Халĕ ĕнтĕ, уйрăмах Совет Союзĕ саланнă хыççăн, СССР историне, Раççей историне, КПСС историне, вырăс историне, литература историне, Революци историне, Граждан вăрçин историне, Коллективизаци-индустриализаци историне, Аслă Аттелĕх вăрçин историне... — кам мĕне тата мĕнле пултарать, çапла —уйрăмах мускавсем, пач çĕнĕлле çыраççĕ те çыраççĕ, çыраççĕ те çыраççĕ... Университетра марксизм-ленинизм çинче никĕсленнĕ наукăллă коммунизм вĕрентнĕ Николай Федоров халь республикăри коммунистсемпе тытăçса çапăçманни кăна, КПСС Тĕп Комитечĕнче ĕçленĕ Борис Ельцин халь атеизмăн чи хăрушă тăшманĕ пулнă пупсемпе чуптăвăшать, чиркÿсенче çурта тытса тăрать, мĕн инçене каймалли - «Советская Чувашия» ята пăрахма хăюлăх çитереймен пулин те, çак хаçатри журналистсем халь малтанхипе танлаштарсан пач урăхла шутлама пуçлани курăнать...Вĕсем урăхла шутлама пуçлани - йĕркеллех иккен, АНЧАХ ЧĂВАШСЕМ ХĂЙСЕН ИСТОРИНЕ ÇĔНĔЛЛЕ ÇЫРНИ МАР, «УРĂХЛА, ÇĔНĔЛЛЕ ÇЫРАСЧĔ» ТЕСЕ ĔМĔТЛЕННИ ТЕ - ПРЕСТУПЛЕНИ ИККЕН! (Вулакан хаçатра çырнине урăхла ăнлан-ма та пултараймасть.)

Вăт пыр та калаç çакăн хыççăн вырăссемпе вырăс чĕлхеллисем патне: чăвашла калаçсан — националист, Афганистана çын вĕлерме кайсан — интернационалист... Чăвашсем те, Алиса пекех, «в стране кривых зеркал».

«Советская Чувашия» хаçатăн гермафродит-хĕрĕ («дочернее», анчах «молодежный...») çуратнă тепĕр асат хуçнă «ача» — «наци» сăмах. Чăвашсем эпир «нация» сăмаха чăвашла çырнă чухне «наци» тесе çыратпăр-ха, анчах кунта вырăссем çыраççĕ-çке-ха: «Молодежный курьер» тухакан «великий могучий русский язык» чĕлхинче вара «наци» тени — «нацист» сăмахăн кĕскетнĕ варианчĕ, «фашист» сăмах синонимĕ.

Куратăр-и — вырăссем калашле: «Начали во здравие, а кончили за упокой...» Чăвашла калаçатăн-тăк, халĕ ĕнтĕ эсĕ националист çеç мар — «нацист»! «Фашист!»

Тĕлĕнсе пĕтерме май çук вĕт, э? Çыраканнинчен, пичетлекеннинчен, редакторĕнчен, министрĕнчен, идеологĕнчен, имиджмейкерĕнчен; патша та турă пуласшăннинчен — эпĕ ĕнтĕ халь республикăра леш Ленинпа Маркс вырăннех цитатăлаканни пирки..
.
Халĕ те тĕлĕнме пăрахмарăн-им-ха, хисеплĕ вулаканăм?

Кăштах лăплантăн пулсан, калавăма вĕçлем, эппин.

Хăйне пайăррăн уйăрса ятран асăнсах çак тата ытти мăшкăла кăтартнăшăн Пил Тымарлан суда чыспа тивĕçлĕхе, ĕçлĕ ырă ята (репутацие) хÿтĕлеме тата мораль сиенне саплаштарма ыйтнă тавăç евичĕ тăратнă.

Конституци панă тивĕçпе тĕрĕс суд тума тивĕç «никама пăхăнман» суд (Мускав районĕ, судйи — Зуева) такама е теме пăхăннă — Тымарлан тавăçне тивĕçтермен. Ара, чăвашла калаçакан тата пурнăç тĕллевне тăван халăхĕн интересĕсене халалласа ĕçлекен наци юхăмĕн çыннисене «наци» тени, апла-тăк — нацист, фашист тени вăл ним те мар, кÿрентерни вырăнне те шутланмасть. Ав, коммунистсем Федоров Президента темтепĕр каласа кÿрентерсе пĕтереççĕ те — суд çийĕнчех Федоров чысне хÿтĕлет. Çавăн пек маттур судсем пуррипе савăнса пĕтерме çук вĕт!

Судра ама-организаци — «Советская Чувашия» хаçат элчи пулса статья авторне тата «Молодежный курьер» хаçата хÿтĕленĕ, апла-тăк чăвашла калаçакансене тата наци юхăмĕнче тăракансене «наци» ятпа чĕнни — нацист, фашист! тени тĕрĕс тесе çирĕплетнĕ, çапла кал-кансене хÿтĕленĕ Борис Кузьмин «вырăсланнă чăваш» судра «çĕнтернĕ» хыççăн самаях çÿлелле ÿснĕ: ăна ĕçлеме Чăваш Ргспубликин Президенчĕн аппаратне илнĕ.

Суд хыççăн çĕнтерÿпе хавхаланнă элчĕ Чăваш Республикин Президенчĕ хăйне тăван чĕлхÿне — чăвашла — вĕренсе «таса вырăс чĕлхÿне ан пăс»,— тесе «ăс пани» çинчен мухтанса каласа пачĕ... Мĕн тăвăн, Президент пуканĕ çинчен инçерех курăнать-тăр çав. Владимир Высоцкий калашле, жираф большой, ему видней... Унтан пăхсан, вырăссемпе вырăсланнисем хăçан чăвашсене таптаса-ирĕлтерсе пĕтересси те курăнать, тен. Анчах та ытла çÿлтен тата ытла инçете пăхма юратакансен куçне ĂРША улталама пултарнине те манар мар, пуçлăхсен куçне курăннă МИРАЖ текен суя ĕмĕт хыççăн кайса, хамăра хамăр улталас марччĕ.

ЧĂВАШЛĂХ: НИКĔС-1

Русский язык — основа нашей культуры
Русский язык — основа нашей государственности.
В.В.Путии, РФ Президенчĕ (20.06.2003 ç.)

Ан тив, ытги чухне ВВП мĕн каланипе килĕшме питĕ йывăр, вырăсла та вăл паянхи мафиози —çĕнĕ вырăссен чĕлхипе çеç калаçнине пĕтĕм тĕнче пĕлет («.мочить в сортире» т. ыт. те), апла-тăк шухăшлавĕ-хăтланкаларăше те çав чĕлхе çине тухакан «культура» шайĕнчех ĕнтĕ. Анчах та паянхи калаçу валли вăл каланă çÿлерехри сăмахсене аксиома пек йышăнар та (вĕсене вăл шăпах та суйса мар, чăнласах калать пуль тетĕп) шухăша малалла тăсар: «Чăваш Чĕлхи — пирĕн Культура никĕсĕ, Чăваш Чĕлхи—пирĕн Патшалăхлăх никĕсĕ».

Урăхла каласан, паян кам пирĕн Чĕлхене хисеплет, аталантарать —вăл пирĕн Культурăна, Патшалăхлăха хисеплет тата аталантарать. Кам та кам Чăваш Чĕлхине хисеплемест тата ăна, çемçен каласан, аталанма чăрмантарать — вăл пирĕн Культурăна, Патшалăхлăха мăшкăллать, сăтăр тăвать тата аталантарма чăрмантарать.

Куратăр ĕнтĕ, çак формула çĕршывра тата республикăра пулса иртекен чылай ĕç-пуçа тата уйрăм политиксемпе чиновниксене хакламалли лакмус хучĕ пекех. Радио итлетĕр-и унта, телевизор пăхатăр-и («Хыпар» е урăх чăвашла хаçат вуласа тĕрĕссине пĕлеймĕн —унта чăвашла калаçман пуçлăхсене те темшĕн чăвашла калаçнă пек ăнлантарса парасси йăлана кĕнĕ) е хăвăр пĕр-пĕр тĕлпулăва хутшăнатăр—хăшĕ кам пулнине тата мĕн хак тăнине тÿрех ăнланса илме пултаратăр. Чăваш халăхĕн тĕнче прависем паракан тата Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ çирĕплетнĕ хăйтĕллĕнлĕх правине (РФ Конституцийĕ, 5-мĕш статья, 3-мĕш пункт) никĕсе хурса йĕркеленĕ Чăваш патшалăхĕн (автор йăнăшать тесе ан шутлăр, Федерации йышĕнчиРеспублика ПАТШАЛĂХ пулнине тĕнче прави те, РФ Конституцийĕ те йышăнать — 5-мĕш статья, 2-мĕш пункт) пĕр-пĕр ЧИНОВНИКĔ (министрĕ, правительство пуçлăхĕ, депутат, президент…) чăвашла калаçма пĕлмест пулсан, чăвашла пĕлменнишĕн вăтанса çĕр тĕпне анса каймасть пулсан е чĕркуçленсе ларса халăхран каçару ыйтмасть пулсан, çав çын - Чăваш патшалăхĕнче ют çын. Çав ют çынна влаçа кĕртсе лартнăшăн вара никам та мар— эпир айăплă. Халăх айăплă. Шăлсăр, вăйсăр пулнăшăн. Хăй тара тытнă чиновнике вырăна лартайманшăн.

Калăпăр, кашни ялтах кашни çул кĕтÿçе тара тытаççĕ. Енчен те вăл ял выльăхне лайăх пăхмасан, хăй кунĕн-çĕрĕн ĕçе тухмасăр ĕçсе выртсан, мĕн тăвать халăх? Çапла - кĕтÿçе ĕçрен кăларать. Çакна халăхăн пĕр самант та манма юрамасть: патшалăхăн хуть те хăш чиновникĕ те вăл (çав шутра президенчĕ те) - халăх тара тытнă кĕтÿç. Ăна çăмăллăнах улăштарма пулать. Халăх кăмăлĕ çеç кирлĕ. Мĕншĕн тесен патшалăхри влаç саккун тăрăх пĕртен-пĕр вăй аллинче çеç - халăх аллинче (РФ Конституцийĕн 3-мĕш статйи, 1-мĕш пункт.) Чиновнике халăх лартать, халăх влаç парать.

Палах, панă влаçа каялла та илме пултарать. Чăваш патшалăхенче Чăваша, Чăваш Чĕлхине хисеплемен, ăна аталантарас ĕçе хутшăнман чиновникрен власа каялла туртса илесси — чăваш халăхĕн сăваплă тивĕçĕ.

(Сăмах май, Чăваш влаçĕсен Турципе тытас çыхăнуран инçетерех тăма ăнтăлнине—çылăха кĕресрен асăрханакан çветтуй шуйттанран хăранă евĕр «реакцине» те çакăнпах ăнлантарса пама пулать: Турцире патшалăх халăха пирĕнни евĕрех çăварлăхласа çитереймен, унта халăх /калăпăр, çав шутра - полицейскисем те!/ ним те мар влаçăн вăл е ку утăмне сивлесе митинга-мĕне тухма пултараççĕ, ВЛАÇА халăх суйлавра ытларах сас парса СУЙЛАНĂ депутатсен /партин/ правительстви ларать, çапла вара, калăпăр, çак партин малашне те халăхран сас илме ирĕксĕрех тасарах та тăрăшарах ĕçлеме тивет, халăхă тивĕçтереймесен вара тепĕр суйлавра халăх урăх партишĕн сасăлать. Чăннипех те, Турцире влаç тăтăш улшăнса тăрать - пĕр енчен, тен, çакă халăхшăн та чи усăллă меслет мар пуль, мĕншĕн тесен чи хаяр диктатура та чи ансат та айван халăхшăн шăпах УЛШĂНУ сахаллипе питĕ те юравлă /вăрлама ирĕк панă чухне «халăх» çийĕнчех вăрлама вĕренет - çапах та ку «çирĕплетнĕ» йĕркерен тухни мар; хурах пусни чи пысăк паттăрлăх чухне сăвă çыракансем обществăра хисеплĕ пуласса, паллах, кĕтме питĕ йывăр —çапах та хурах пусса çÿремен, çав вăхăтрах, вăтам стандартран тухса кайса, сăвăç пулни хăйех калама çук пысăк çылăх пек курăнать /«инакомыслие, однако!»/, анчах та халăх хăй вăйне туйма пултарни, хăй влаçа мар, ВЛАÇ - ХАЛĂХА ПĂХĂНСА ТĂНИНЕ ТУЙСА ТĂНИ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тата ЭПИР ЮЛАШКИ ВĂХĂТРА МАНСА КАЙНĂ ТУЙĂМ - пире çутçанталăк е Аслă Хăват панă йĕрке -пирĕн патăмăрта мар, шăпах кунтан пăхсан «дикий» курăнакан Турцире пурри тата ăна пирĕн халăх /ЭПИР!/ «ÿкерсе» илме пултарасси пирĕн официаллă идеологишĕн тĕнчепе тьггакан хутшăнусенчен тата кÿршĕллĕ çĕршывпа туслă пурăннинчен те пĕлтерĕшлĕрех, хамăр халăх кунта ĕçке ерсе, вăрра тухса пурăннинчен тата та хăруштарах туйăнать пулас.)

НИКĔС-2

Пуçланнă калаçу темипе çыхăннă шухăшсене хăйне май анлăрах комментари кирлĕ пулĕ тетĕп

Пĕрремĕшĕнчен, халăхăмăрăн хăй тара тытнă чиновниксене витĕм кÿме ПУÇ ĔÇНЕ, ШУХĂШ ĔÇНЕ юратма вĕренес пулать. Халăхăмăра пĕртте ăсĕ çук, ухмах тесе калани пач та тĕрĕс мар тата пысăк айăп — çылăх пулĕччĕ. Çав вăхăтрах çĕршыври лару-тăрура, халăхăмăр историйĕпе, унăн чăнах пур прависемпе-ирĕклĕхĕсемпе çыхăннă ыйтусене пурсăмăр та тарăннăн тата системăласа, пĕр шухăш картне çыхса ăсласа илме, çав пĕтĕмлетĕве кулленхи пурнăçри утăмсене йĕркелесе пыракан çул маякĕ пек усă курма пĕлетпĕр теме те йывăр.

Калăпăр, çакăн евĕр тишкерÿпе ĕçтăвăм сăнчăрне питĕ те сайра куратпăр: пирĕн çĕршыв - Федераци, тăван республика - Федераци йышĕнчи Патшалăх, апла-тăк хамăр пурнăçа автономи майĕпе йĕркелемелли правасем пысăк, эппин вырăнти халăх суйлакан ертÿçĕсен должность ячĕсене Мускав сĕнекен армак-чармак ятсем хумастпăр (председатель исполкома такого-то сельского Совета депутатов трудящихся, глава местного самоуправления, руковдитель администрации президента («ад» тамăк сăмахран пулинех), колхоз, учитель, сельскохозяйственный производственный кооператив т. ыт.те, тьгг.те), мĕншĕн тесен пирĕн хамăрăн историрен килекен хитререн хитре ятăмăрсем пур: президент—элтепер, спикер—ĕмпÿ, представитель - элчĕ, ял администрацийĕн глави—алманч е вунпÿ (мухтар ят сĕнекене те сÿтĕк тесе тĕртсе ярар мар), министр — пинпÿ—район пуçĕ—турхан е çĕрпÿ, инспектор—паскак е тăрăн, господин - мăрса, ырçын е эмпичче /ĕмпичче/ т.ыт.те. Вариантсем тата тĕрлĕрен те пулма пултарĕç - киввисем те, çĕннисем те.

Ял ячĕсем, хуçалăхсен ячĕсем те çавах. Хамăр çуратса çитĕнтерекен АЧАМĂРСЕН ячĕсем те - çавах! Таçти-таçти мур шăтăкĕнчи çĕршывсенчен-культурăсенчен кино-кĕнеке урлă килекен темле ят та хуратпăр ачамăрсене, анчах хамăр çÿпçерисене манса пыратпăр. (Кунта ĕнтĕ çакна та каласа хăвармалла: паллă чĕлхеçĕмĕр Н. Егоров шучĕпе, халăх ятсене ютран илни - йĕркеллĕ япалах (çĕнĕ чуна хăйсен «усалĕсенчен» пытарма кирлĕ-тĕр ĕнтĕ), анчах та шалти хăвачĕ пур чухне халăх пĕрех ют ятсене хăйьевĕрлетсе илет: Базилио, Б(в)азилеус вырăсла Василий пулса тăнă, чăвашла вара — Ваççили е Ваçлей, Илья — Илле, Петр — Петĕр, Степан — Çтаппан тата ыт.те. Халĕ вара ют ятсене те ют калăппах илетпĕр, ку, пĕр енчен, халăх хăвачĕ чакнине пĕлтерет, тепĕр енчен вара тĕслĕх урлă халăх хăватне тата та пĕтерме пулăшса пырать—акă çакăнта унăн сиенĕ).

Е тепĕр сăнчăр: çĕршывăмăрти Тĕп Саккун (Конституци) пирĕн пурнăçа демократи, право мелĕпе йĕркелеме хушать — кунти влаç вара (е унти — пĕрех мар-и?) вырăнти пуçлăхсене хăйсене кирлĕ пек ташлаттарать — ку чăн-чăн диктатура (тĕрĕс е тĕрĕс мар ĕçленине сăнаса е контроллесе тăни—урăх япала.) Ку вăл, диктаторсен мелĕпех-чĕлхипех калаçсан, — саботаж çеç мар, патшалăх тытăмне улăштарниех — калама çук пысăк преступлени. РФ Конституцийĕнче Госсовет тата Федераци округĕсем çук, анчах вĕсем хуçа — ку вăл переворот, апла -тăк, çакна пăхăнни те — престугшени. / Астăватăр пуль, чи малтанах çав округсене ЧР Президенчĕ те сивленĕччĕ, анчах та каярах пĕремĕк хыптарчĕç пулмалла - шавлама пăрахрĕ. Пысăк шушках лекнĕ пулмалла - халь вăл Чечне вăрçине те уççăн сивлени çук, чăваш никручĕсене те хÿтĕленине-мĕнне илтмен, çитменнине хăй те тепĕр Конституципе палăртса хуман органăн (Патшалăх Канашĕн) президиумне ларма телей пÿрнипе шутсăр савăнать пулас).

Пĕчĕкрех (аяларах) пуçлăхсен тĕрĕс е йăнăш позицине те çак майпа çăмăллăнах тĕрĕслеме пулать. Сана вырăнти халăх суйласа лартнă-тăк, санăн халăхранхăрамалла, çак утăма тусан халăх мĕн калĕ-ши тесе пăшăрханмалла, çÿлерех ларакан пĕр-пĕр удел княçĕ е патша евĕр авторитаризмла хăлаçланакан пуçлăх умĕнче вара сахалтан та леш паллă юмахри тăхлан салтак пекех пулмалла: ĕçÿ вырăнĕнче ирĕлсен — ирĕлсе, çунсан — çунса кай, анчах саккунсăрлăхран хăраса ан хуçăл, ан парăн.

Анчах хамăр Республикăри районсен миçе глави миçе хутчен Президент администрацийĕ енчен сиввĕн пăхнипех хăйсене суйланă халăха сута-сута ячĕ: ĕçрен тухма ыйтса хутсем çыра-çыра янтăласа пачĕ — хуть те хăш вăхăтра та ĕçрен кайма хатĕр имĕш. Н.Федоров президент та Ельцина çавăн евĕр халăха сутнă хут янăччĕ... Каллех ансат çĕртех такăнса халăх ирĕкне те, ирĕклĕ суйлав пĕлтерĕшне те пĕтерсе хучĕç. (Халăх хăй вăхăтĕнче референдумра Совет Союзне сыхласа хăвармалла тесе сасăларĕ, çавăнпа та СССРа салатса яни — саккуна хирĕçле ĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем вара Б. Ельцина импичмент пирки пĕлтерме вăл тунă саккунсăрлăх тупаймарĕç пулать.)

Хăвăрах шутласа пăхăр: Республика пуçлăхне - Ельцин-Путин лартать пулсан, район главине - ЧР Президенчĕ-премьерĕ лартать-кăларать пулсан, çĕршывра апла демократин тĕп принципĕсем - ирĕклĕ тата тÿрĕ суйлав тата вырăнти самоуправлени çук пулать. Пирĕн çĕршыв, апла-тăк, авторитаризм тата влаç «беспределĕ» хуçаланакан виççĕмĕш «сортлă» çĕршыв çеç. /Çавăнпах-тăр, халăхĕ мĕн чуль ытларах чухăнланса пырать, çĕршывран çавăн чуль нумайрах миллиардер тухса пырать. Анчах апла çырнипех эпĕ Путин олигархсене тустарнине ырлать тесе ан шутлăр — эпĕ çав тустару халăха усса каясси пирки питĕ те иккĕленетĕп, ку ыйтăва каярахри пайра тата тĕплĕнрех сÿтсе явăпăр./

Ку вара пыра-киле çĕршывăмăрта йывăрпа çĕнсе илнĕ, аталанса çеç пьгракан демократи «калчисене» ÿсме пуçласанах таптаса пăрахма пулăшни каламасăрах паллă. Тĕрĕссипе, хăрушă таптав пуçланнă та ĕнтĕ: кашни завод директорĕ, кашни колхоз председателĕ - олигарх, ĕçлекен çыннăн пур пек правине те ним вырăнне те хумаççĕ.

Хăйсен принципсăрлăхне пула тоталитарлăха каллех пуç пулса тăма пулăшнă çынсен хăйсен çав тоталитарлăх саламатне тутанса курмалла пултăр теместĕп — ăсланманни пĕрех ăсланас çук, «Сармантей саманинче» сăлтавсăрах репрессие лексе, вуншар çул тĕрмесенче асапланса тухнă çынсемех кайран та, «вилĕмсĕр» çулпуç вилсен те, Сталинах мухтанă тĕслĕхсем тем чуль. Паян тоталитаризма çĕнĕрен пуç çĕклеме пулăшнисем хăйсем айăпсăрах шар курсан та хăйсен примитивлă тавракурăмĕнчен тата чура психологийĕнчен тÿрех хăтăлаяс çук. Демократи, çĕршыв, тăван халăх шăпи шайĕпе шухăшлама вĕреннĕ пулсан, тен, вĕсен демократие пăсакан утăмсем тума хистекенсене хирĕç тăмалăх ĕненÿллĕ хăват тупăнĕччĕ. Анчах та вĕсем те, тен, кăшт çулланса пынă май, пурнăçпа вилĕм, пуянлăхпа вилĕмсĕрлĕх танлаштарăвĕсене çывăхарах илсе паянхи кун ыйтăвĕсене — тен, кая юлса та пулин — ăнланĕç тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен, этемлĕх историйĕ çакнах çирĕплетет: этем пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли мул та, должноç та мар, чи хакли — чыс. Çав чысна çухатсан — сана йытту е тарçу та хисеплес çук, чысу пулсан — тăшману та хисеплĕ (танлаштарăр: Мускавпа тан калаçакан Тутарстанпа, Пушкăртстанпа Мускав вилесле çапăçать (халлĕхе, Тав Турра, саккун, политика мелĕсемпе кăна-ха), анчах вĕсене Чăвашстанран ытларах картать. Чăвашстан элтеперĕ Чеччен вăрçине сивлесе Мускав умĕнче шăнăрлă пулма тăрăшсанах Минтимир Шаймиевпа Муртаза Рахимов унпа юнашар тăчĕç, Шупашкара вĕçсе килчĕç, эпир каллех шăнăрсăрлантăмăр та — пирĕн пата шĕкĕр хуларан янтă шашлăка çÿреме юратакансем çеç татти-сыпписĕр киле пуçларĕç, кÿршĕсем вара пирĕн алăка уçса кĕрессинчен йĕрĕнеççĕ ахăр).

Çак япаласене шухăшласа ăнланма чăннипе те пĕлÿ кирлĕ.

Чăваш шухăшлавĕнче вара, шел пулин те, чылай чухне пуç мими вăйĕпе мар, ал-ура мускулĕсен вăйĕпе ĕçлесе илсе пурăнас тени малта. Хамăр уй-хирте те фермăра çеç мар, йĕри-таврари облаçсенче-мĕнсенче—уй-хирте те фермăра — чăваш ĕçлет, çум çумлать, ĕне сăвать. Арçыннисем те — «шабашра», ферма-тавраш юсани çеç мар ĕнтĕ юлашки вăхăтсенче, вырăссен çĕрме пуянĕсем валли дача-вилла-котгедж лартаççĕ (хăшĕсене — куçкĕрет улталаса укçа тÿлеменни те пур, хăшĕсене — çаратаççĕ е хуçисемех çараттараççĕ, тÿлес укçине те туллин тÿлемеççĕ — ку урăх чухнехи калаçу теми) Чăваш çум çумласа, коттедж туса çÿренĕ вăхăтра вара Мускав пуянĕсемех Чăваш Енри хапрăк-сăвăтсене туянса пĕтерчĕç. Должноçра ларакан, халăх пурлăхне халăх валли упраса сыхлама тивĕç хăш-пĕр ăнман та пархатарсăр пуçлăхсем: «Пирĕн республика чухăн, пирĕн нефть çук»,- тесе кăшкăрашнă вăхăтрах Мускаври шыçмак куçсем республикăмăр чухăнах та маррине инçетренех витĕр курса тăнă иккен, вĕсем республика халăхĕн пурлăхĕ пулса тăмалли, чи малтанах республика халăхне тăрантса, пуйтарса пурăнмалли хапрăк-савăтсене кап! кăна ярса хьшрĕç. Халь юлашкисене те хьшса çăтма хатĕрленеççĕ. Анчах халăхĕ сисмест те тумасть те, кар çĕкленсе тарăхма, хирĕç тăма — халăхăмăрăн тĕрĕслĕхпе вăй кĕртекен пĕлĕвĕ тата политикăри ăнланупа йĕркеленÿ вăйĕ çитмест.

НЕФТЬ ТĔЛĔКĔ

Чăвашсемшĕн пит асап
Самана пуçланчĕ.
Çеçпĕл Мншши. "Чыс" сăвăран

Ку ыйтусемпе те анлăлатса калаçмалли пур иккен.

Пĕрремĕшĕ - нефть. Урăхла каласан — наци пуянлăхĕ.

Хăш-пĕр çынсем ЧР Президенчĕ республикăра нефть пуррине хăй те ĕненмест, шырама та юрим пекки çеç шыраççĕ, пĕртен-пĕр тĕллевĕ те - нефть шырама тесе уйăрнă укçана кĕсьене хума май тупни çеç тесе сас-хура сараççĕ /хăйне май, «отмывание денег» е «увод денег»/: нефть шырамалли миллионсене ахальтен мар имĕш Костромари /хăйĕн арăмĕн тăван облаçĕнчи/ геологи организацине параççĕ те /çав организацине те майра инке шăллĕ ертсе пырать имĕш - пирĕн майра инке те геолог, «çемье» профессийĕ ĕнтĕ/, лешсем çав шутран, тав туса, Федоров валли Костромара вилла-коттедж лартса параççĕ, Мускаври правительствăри «тăрăсене» -«крышăсене» вара укçан пачки-пачкипе доллар параççĕ имĕш /Раççей правительствинчен Шупашкара тăтăш килсе «кĕрĕвне» мĕнле утăмсем тумаллине вĕрентсе тăраканни Федоров арăмĕн тăванĕ, Раççейри паллă патшалăх çьнни Лифшиц имĕш/. Анчах та эпĕ урăхла шутлатăп.

Федоров Президент республикăра нефть пуррине ĕненет тата нефть питĕ-питĕ тупасшăн! Калама çук тупасшăн!!! Çавăнпах нефть шырама уйăрнă укçа-тенкĕне те айккинелле хăй те пĕр пус та салатас çук, ыттисене те салаттарас çук (Чăвашра Федоров çинчен çеç мар, такам çинчен те тем мур сас-хура сарасси те «модăра»).

Мĕншĕн тесен хăйĕн аллине нефть лексен, Федоров вилла Костромара çеç мар, Канар утравĕсем çинче те лартнă пулĕччĕ! Должноçне тата чăрсăрлăхне кура /каллех, хăш-пĕр элек саракансем евĕр, намăссăрлăхне кура темĕпĕр — Мускав кабинечĕсенче чăрсăр пулмасан майĕ те çук-тăр/, нефть Федорова тĕнчери чи пуян çынсен шутне лекме пулăшнă пулĕччĕ! Халь вăл чи нумайран та авалхиллех /тутар тата вырăс пусмăрĕсенченех юлнă йÿтĕмпе/ хăюсăр чăваш ялĕнчи айван карчăксем умĕнче çеç кăрккаланса çÿреме пултарать /хулари пĕлÿллĕрех, çапла вара чураланмантарах халăх иртнĕ президент суйлавĕнчех ăна хирĕç сасăларĕ/, анчах та, амбицине кура, Федорова ниепле те çав ялти, ан тив типтерлĕ те вырăнти пуçлăхсене калама çук итлекен, анчах та паянхи динамикăллă политика, культура тата техника прогресĕ айккинче юлакан карчăксен çеç хисепĕ тивĕçтерме пултараймасть - вăл хăйне тĕнче, сахалтан та - Раççей шайĕллĕ политик е патшалăх çынни пек курасшăн. Должноçĕсене кура—çапла пулмалла та!

Малтан, СССРта шăпах демократи пуç пулса тăма тьггăннă саманара, çавăн пек мал курăмлă та прогрессивлă политик пек курăнма çăмăл пулнă - влаçрисене критикле те, пурте эсĕ маттуррине кураççĕ /Федоров шăпах çав самантпа усă курса депутат тата министр карьерине турĕ те ĕнтĕ/. Анчах халь, уйрăмах влаçа ларнă Федоров пеккисен, халăха хăйсем майлă çавăрмалăх авторитечĕ çитмест - авторитет пулма е халăх ăсĕнчи ламран-лама, йăхран-йăха куçса пынă ырă ят-сум кирлĕ, е паянхи ĕçре кулленхи политикăна халăхшăн тытса пымалла (Федоровăн ялти карчăк-кĕрчĕк умĕнчи авторитечĕ шăпах çакăн çинче тытăнса тăрать — Федоров «пенси парать» имĕш . Ял карчăкне пенсие Раççей правительстви парать тесе ниепле те ĕнентерме çук. Енчен те пенсие Федоров парсан та, вăл хăй тивĕçне пурнăçлани çеç пулĕччĕ, халĕ эпир вара Федорова пирĕн пенсионерсене Раççей правительстви паракан пенсие вăрласа пĕтерменшĕн тав тăватпăр — лаша вăррине хамăр лашана вăрламаншăн тав туса «Турă сывлăх патăр!» тенĕ евĕр...), вĕсем вара çав политикăна тытса пыраймаççĕ çеç маар (хулари ирĕклĕ халăх çакна лайăхрах ăнланать), халăха унчченхи «тоталитаризм» самани панă хÿтлĕхе те параймаççĕ, çавăнпа та ПĔТĔМ "ПОЛИТИКА" ĔÇНЕ УКÇАЛЛА ÇЕÇ ТУСА ПЫРАÇÇĔ: суйлавсенче агитаторсенчен пуçласа суйлав комиссийĕсене çывăх çынсем таранах укçапа витĕм кÿреççĕ, кĕсйи хулăнăшне кура хуть те кама та хуть те мĕнле должноçе те лартма пултараççĕ / РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашне Чăваш Республикинчен «лартнă» çынсен биографийĕсене тепре аса илĕр/, укçисем çук пулсан вара паянах хуть те хăш должноçран та тухса кайма хатĕр, хуть те мĕнле принципĕсене те улăштарма хатĕр /калăпăр, ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ суйлавĕнче ИРĔКЛĔ СУЙЛАВ ТУПĂШĂВНЕ кĕме кăмăл тунă миçе кандидат, патшалăх енчен укçа каналне хупса хурассипе хăратнăран, хăй кандидатурине каялла илчĕ-ши?/

Паллах, мулĕ çитсен, тен, вĕсен те чылайăшĕн «чысĕ» ытларах пулнă пулĕччĕ…

Раççей политикин аренинче çапла çÿлтисене юравлă тĕслĕх кăтартаканни шăпах чаплăран чаплă президентăмăр пулнăран, вăл паян хăйĕнче пур нумай укçапа калама çук нумай укçа уйрăмлăхне ăнлантаракан кăтарту пособийĕ пекех. Паянхи пухнă мулĕпе вăл мĕскĕн те чухăн чăвашсем умĕнче çеç хăйне куштан /вальяжно/ тытма пултарать, анчах та тĕнче пуянĕсем умĕнче вăл амăшĕсĕр ÿснĕ ăратсăр кушак çури пек çеç: сумлă пулма укçи те, «кăвак юнлă» ячĕ-сумĕ те çук . Ăсĕ тата чысĕ пулсан, Андрей Сахаров пекех, укçасăрах ят-сумлă пулĕччĕ, е, укçи шутсăр чухне, ним те мар «ят-сум» туянĕччĕ. Анчах вăл та çук, ку та çук. Çавăнпа та республикăра нефть тупайманшăн чи вăйлă кулянаканни шăпах Федоров пуль тесе шутлатăп.

Анчах та пире – хура халăха – нефть пуррипе çуккинчен ытларах республика мулĕ-пуянлăхĕ /çав шутра тупăнма пултаракан нефть те, алмазсем те/ паракан е пама пуçлакан тупăша халăха пайласа парас механизм интереслентермелле. Мĕншĕн тесен паянхи Раççей Федерацийĕнчи ĕнер Совет Союзĕнче пуç пулса тăнă механизм чухлĕ те çук ÇĔРШЫВ ПУЯНЛĂХĔН ХАЛĂХА ПАЙЛАВ МЕХАНИЗМĔ никама та, çав шутра паянхи чи капитализмлăран капитализмлăрах çĕршывсене те тивĕçтерме пултарайман пулĕччĕ. Çавăнпах ĕнер çĕршывшăн пуç хунă е сусăрланнипе мул пухса хăварайман çынсен ачисем паян тылра е влаçра мăнтăрланса юлнă ахаль е, уйрăмах, пуçлăх çынсен ачисемпе тупăшаймаççĕ, çак юлашки «çĕнйĕркелÿ» саманинче экономика е производство çывăхĕнче пулайман, анчах çавăнти пуян çынсен манкисене шăлайман ачисене буквă вулама вĕрентекен е уйрăмах наци культурине аталантаракан «гуманитарисем» иномаркăсенче вăрăм пĕçĕллĕ чиперккесене калама çук хăюллă ярăнтаракан, анчах та влаç е «братва» беспределĕ умĕнче чи айван путекле тăракан «çĕнĕ вырăссем» çумĕнче те катăккăн туйăнаççĕ...

Калăпăр, республикăра нефть тупнă тейĕпĕр. Чăваш халăхĕ пуйса кайĕччĕ-ши?

Ман шутпа, шиш!

Эпир Кувейтра мар, Раççейре пурăнатпăр вĕт.. «Великий могучий...» вырăс халăхĕ камне, ăçтине, ун калама çук чаплă чĕлхине, культурине, цивилизацине-мĕнне пĕлмен Кувейтра вăл кашни ача çуралмассерен банкра ун ячĕпе шут уçăлать, çĕршыв нефть сутса илнĕ тупăшăн пĕр пайĕ çав шут çине пухăнса пырать, шкулсенче-университетсенче тÿлевсĕр вĕрентеççĕ, пульницăра тÿлевсĕр сиплеççĕ, аптекăра эмелсене тÿлевсĕрех параççĕ.. Кашни çамрăк хуть те хăш çĕршыва кайса та Кувейт патшалăхĕн шутĕнчен тÿлевсĕр вĕренме пултарать... Кашнин темиçе çурт, темиçе машина... Акă вăл НЕФТЬ УССИ!

Анчах та Чăваш Енре нефть тупăнсан пирĕн халăха та çапла усса кайĕ тесе никам та шантараймĕ - халăх та ун пеккине тĕлĕкре курса та аташас çук, мĕншĕн тесен Раççейре нефть пур вĕт, анчах çав нефть хура халăха никама та тупăш парса тăмасть. Такамсене усине парать ĕнтĕ, унсăрăн Раççейре теçетки-теçеткипе миллиардер çитĕнмен пулĕччĕ. Пĕтĕм халăха вара çĕршывра нефть, газ, алмаз... тата тем те пĕр пурри нимĕнле курăмлă усă та памасть. /Раççей телевиденийĕ хăйех, паянхи ертÿçĕсене ытлашши юрама тăрăшнăран, вĕсем çав та çав кăлтăка пĕтерме хушу пачĕç текелесе, çĕршыври унта та кунта юхăннă та çĕрĕшнĕ пурнăçа тулли çутатса тăрать. Юхăнăвĕ вара, темшĕн, чакни палăрмасть.../

Нумай пулмасть çеç хаçатсенче уççăн çырчĕç - тĕпрен илсен, нефть-таврашпа çыхăннă пысăк фирмăсен ертÿçисем ĕç укçи уйăхне пĕр миллион доллар таврашĕнче илеççĕ, ун çумне пĕр-ик миллион даллар преми пырать. Çĕршыври бюджет сферинче ĕçлекенсен - учительсен, тухтăрсен, культура çыннисен... ĕç укçи вара 1-2 -3 пин тенкĕ, ача ÿстерме патшалăх ача пуçне... 70 /!/ тенкĕ уйăрать!

Апла-тăк, чи малтанах çĕршыври пур пек мулпа çын ĕретлĕ пурăнма вĕренмелле, кайран вара çав мула ÿстересси çинчен те шутлама пулĕччĕ. Тен, шăпах çĕршыв мулĕ уйрăм пуçлăхсене çеç пуйтарнăран, пĕтĕмĕшле экономикăна халăхпа кар! тăрса çĕклеме пĕлместпĕр. Мĕн, халăх ухмах-им каллех такамшăн мекеçленме? Такамшăн чунран тăрăшса мекеçлениччен, ĕçсе выртать хăть.

Ĕçет те.

Экономикăра вара пасар /рынок/ экономики вырăнне вăрă экономики хуçаланать: кам халăхăн-патшалăхăн пурлăхне чи йÿнĕпе çаклатса юлнă - çав пуян, кам криминалпа е влаçрисемпе çыхăннă - унăн ĕçĕ чечекленет, таса чунлă та ĕçчен, анчах урнă йытă эшкерĕнче тепĕрне туласа пăрахайманнине вара - хăйне тулаççĕ... Иллюстраци вырăнне - Шупашкарти колхоз пасарĕнчи пĕр ÿкерчĕк: виçĕ кило пуçлă суханран çур кило вăрласа юлаççĕ! «Хĕрсем, пĕрех контроль тарасипе виçетĕп, ятлаçса çÿремелле ан тăвăр-ха»,- тесе асăрхаттарса тăнă çĕртех. «Нивушлĕ тĕрĕс виçсе парсан усси çук вара ?- терĕм те, - улталаса сутмасан кунта пире ним усси те çук» - тесех хуравлаççĕ: тавар хуçи суйса виçсе парать, суту вырăнĕшĕн тÿлемелле, «тăрăсене»-бандитсене тÿлемелле, хамăра ним те юлмасть.

Çапла пĕр-пĕрне улталанипе пуйнă евĕр çынсем йышланнипе çĕршыв тĕрекленме, пурнăç юсанма пултарассине эпĕ ниепле те ĕненме пултараймастăп.

ШĂПĂР КАНТРИ

Çак шухăшранах вара тепĕр кăвасăк пĕтĕмлетÿ тухать: пире Раççее, ăна хăй ячĕпе йĕркеленĕ титуллă вырăс халăхне тĕнчери калама çук ăслă, культурăллă çĕршыв тата халăх пек кăтартма ăнтăлни кантăкран тунă кÿлепе пекех чăл-пар! саланать... Культурăллă халăх, пуç пулса тăраканскер - пушшех те, ниепле те пирĕнни евĕр тискер общество /патшалăх/ йĕркелеме пултараймасть! Енчен те урăхла пурăнма пĕлмест пулсан - е хăй те такам аллинчи чура, хăй çĕрĕнче хăй хуçа мар, е патшалăх тытса тăма ертÿçĕсен тискер вăйĕ çителĕклĕ, анчах цивилизациллĕ общество туса хумалăх ăсĕ аталанса çитмен, халăхĕ вара хăй патшине хăй те вырăна лартма пултараймасть.

Кунта ĕнтĕ ман хама нацисем хушшинчи хирĕçĕве пуçаракан тесе айăпласран çакна çеç хушса каламалла-тăр: вырăс халăхĕ тахçанах калама çук цивилизациллĕ те демократиллĕ патшалăх тума вĕреннĕ тата пултарнă /Аслă Новгорода аса илĕр!/, анчах каярах çав опыт темшĕн ытти вырăс патшалăхĕсене сарăлман... Ирĕксĕрех çав йĕркеллĕ патшалăха йĕркелеме шăпах вырăсланнисем - чăвашсем, тутарсем, ытти халăхсем - чăрмантарман-ши, халĕ те чăрмантарса пурăнмаççĕ-ши тесе шутлатăн вара... Калăпăр, чечченсен, чăвашсен, тутарсен, пушкăртсен... Раççейрен уйрăлса тухас пулать—вырăссем пуян та тулăх патшалăх йĕркелесе пурăнма пултарччăр! Унсăррăн паянхи Чăваш правительствинче ларакан çынсем «Пирĕн нефть çук, эпир дотациллĕ республика!» тесе çине-çине пĕлтереççĕ, анчах Раççейрен уйрăлса тухса хамăр тĕллĕн пурăнасси çинчен шутламаççĕ те — ĕмĕрĕпех вырăс халăхĕн ĕнси çинче ларасшăн, намăса та пĕлмеççĕ.

Апла-тăк, чи сахалтан та, пĕрремĕшĕнчен, Раççейри вак халăхсем вырăсланнăшăн савăнмалла мар, пачах та урăхла - аслă вырăс халăхĕн хăй çумне çьшçăнакансене - «вырăсланакансене» тъггмалла та к...ран тапмалла, хăй халăхне сутнă сутăнчăксем пире те кирлĕ мар темелле - унсăрăн вырăс ячĕпе туса хунă патшалăх умĕнчи хăрушлăх нихăçан та пĕтмĕ; иккĕмĕшĕнчен вара хăй вăхăтĕнче Ленин ăслах пулнă çав /пĕр юнĕпе чăваш пулнă теççĕ те-ха/ - çĕршыв тытăмне наци паллисене тĕпе хурса республикăсене пайланă /каларăмăр, чăннипех пĕр чĕлхе-культурăра пурăнакан йыш хăйĕн патшалăхне юмахри пек йĕркелесе яма пултарать /.

СССР саланнă хыççăн шăпах мононациллĕ Туркменистан, Узбекистан... хăйсен пурнăçне тĕнчерен тем тĕрлĕ «перекати-поле» килсе тулнă ытти республикăсенчен ăнăçлăрах йĕркелесе яма пултарчĕç (унтан та кунтан «русскоязычныйсене» хăвалани те çав халăхсен сыхланса юлас тата пурнăçне хăйсем пĕлнĕ пек йĕркелемелли правипе тата истори панă шанспа усă курса юлас инстинктсемпе çыхăннă-тăр), апла-тăк, паян Раççей патшалăхне каллех наци паллисĕр кĕпĕрнесене пайлама ăнтăлни калама çук сиенлĕ. Сиенлĕ çеç мар, куç умнех çитсе тăнă хăрушлăх - шырлан: мĕншĕн тесен çав шухăша хăйне Раççей патриочĕ пек кăтартакан тилĕрнĕ Жириновский çеç мар, патшалăхăн ытти чиновникĕсем те пуçне чиксе лартнă - Раççей инкекĕ наци Республикисем пуррипе çыхăннă имĕш! Анчах, куратпăр ĕнтĕ, çĕршыври хăй халăхне çын ĕретлĕ пурăнма, ĕçлеме, ĕрчеме май туса парайман тата хăй çĕршывĕнче ĕмĕртенпе пурăнса патшалăха сахал мар хырçă-марçă тÿленĕ, уншăн вăрçăсенче сахал мар юн тăкнă ытти наци халăхĕсене Федераци йышĕнчех наци республикисем йĕркелесе пурнăçа самайлаштарса яма шанс та парасшăн маар. Жириновский çав вăхăтрах Раççее паян килсе вырнаçакан иммигрантсемшĕн савăннă /Раççей телевиденийĕ, 2003 çулхи юпан 21-мĕшĕ/ - вĕсене тундрăна вырнаçтаратпăр имĕш, Çĕпĕре, вара ĕç вăйĕ нумай пулать.. Иммигрантсен тусĕ пулни аван пуль-ха вăл, анчах та çĕршыври вырăс мар халăхсен тăшманĕ пулнине епле ăнланмалла? Çапла «ыр сунакан» çав çыннăн Чăваш çĕрĕ çине килсе ура пусма та мораль прави пулмалла мар, анчах та намăс-симĕсне пĕлейменскер, питне кĕççе çĕлемесĕрех киле-киле каять. Ан тив, ку унăн шайĕ, унăн «çынлăхĕ», унăн «культури» тейĕпĕр, анчах та тарăнрах шутлама пĕлеймен чăвашсемех çав çынна Шупашкарта та чечек çыххисемпе кĕтсе илнине епле хак памалла? «Жирик» Чечнене кайса пăхтăр.

Паллах, Жириновские чăнласа йышăнакан çук ĕнтĕ, сÿпĕлти çеç вĕт тесе йăпатаççĕ пире... Тен, чăнах та сÿтĕлÿ çеç — урăх ним те мар? Тен, йăнăшатпăр та — нимĕнле сÿтĕлÿ те мар, йăлтах шутласа тунă япала - «тĕрĕслĕхе» малтан клоун-шут калать... Мускаври хаçат-таврашсенчен, политик-тишкерÿçĕсенчен хăшĕ-пĕри Жириновский партине КГБ йĕркелесе янă, вăлах пулăшса тăрать, апла-тăк, вĕсем мĕн калассине те вăлах йĕркелесе тăрать теççĕ — пулăшаканĕ е тилхепине тытса тăраканĕ КГБ (ФСБ)-и, çук-и, анчах темле вăрттăн вăй, вăрттăн ушкăн пурри куçкĕрет. Çавăнпах çĕршыври пĕрре пăхма чи ухмахла туйăнакан «çĕнĕлĕх» ун çăварĕнчен чи малтан тухать ахăр. Халăх тарăхса та тĕлĕнсе ывăнсан вара çĕршыв «хуçи» хăй ĕçне тăвать... Ахальтен-им кашни суйлаврах Жириновский депутата тухать: ăслă-тăнлă пуçлă нумай-нумай çын депутата тухаймасть, пĕр-пĕр пушă пучах вара яланах - депутат... Ĕçне çĕр-шыва хирĕçле туса пырсан та, чăваш пек вак халăхсен прависене сĕмсĕррĕн таптаса калаçса кÿрентерсен те, ăна никам та патшалăх ертÿçисенчен пĕрин пуканĕнчен тапса кăларса ывăтмасть.

Виççĕмĕшĕнчен, мана вырăс халăхĕ ячĕпе çивĕч калама ирĕк параканни çакă та пур - пĕр енчен, тĕнчере вырăс халăхне чăваш чухлĕ хисеплекен урăх халăх та çук пуль /хăш-пĕр славян халăхĕсем те сивĕнсе пĕтнĕ/, тепĕр енчен Раççейре пурăнакансем тĕнчешĕн пурте «вырăс», çав шутра чăвашсем те ĕнтĕ. Чăннипе те, эпир хамăр та хамăра çав «вырăс» ятлă е СТАТУС /Лукуç Йукур Кули палăртнипе/, е Раççейре те, Америкăри пек, тен, йĕркеленсе пыракан ПОЛИТИКА НАЦИЙĔ йышĕнче туятпăр пулас /тăван чĕлхе-культурăран сивĕнесси те çавăнпах çыхăннă-тăр/, çавăнпа та ХАМĂРА çивĕч хакламалли право пурах ĕнтĕ пирĕн. Çавăнпах тепĕр хут калатăп: калама çук анлă, калама çук пуян çĕршывра та çын ĕретлĕ пурнăç йĕркелейместпĕр пулсан, мĕншĕн юттисем пире хисеплемелле, хамăра хамăр мĕншĕн хисеплемелле пирĕн тата мĕнпе мухтанмалли-мăнаçланмалли юлать пирĕн? Хаяр Иван тата ыттисем хăйсем тытса илнĕ ют вырăнти халăхсене пуç касса çĕршыва тем анлăш туса янипе-и? Пĕтĕм çĕршывран халăх та мул, чăвашăн кĕреш юманĕсене касса турттарса, халăхăн ĕнси çинче Питĕр хули туса лартнипе-и? Е хăй халăхне мăшкăл укçи /ĕç укçи!/ тÿлесе пурăннăран çĕршывра пухăннă мулпа патшалăх космоса миллиардшар доллар тăракан карапсем вĕçтернипе-и? Турци космоса карап вĕçтермест, анчах шкулти учителе уйăхне $ 400-600, университет профессорне 1100-1200 ĕç укçи тÿлет.. Е çапла майпах пирĕн «мире юратакан çĕршыв» калама çук хăватлă çар техники - çын вĕлермелли хатĕр! - туса тултарнипе-и? Е халь вĕсене—кивелнисене—чакарас тата çĕннисене тĕрĕслесе пăхас шутпах та пулĕ, Чечне вăрçине амалантарсах пьнипе-и? Хуравĕ каламасăрах паллă.

Чăвашăн вара çакăн çумне ыйтусем тата пайăррăн та хутшăнаççĕ.

Эпир, чăваш пулса, хамăр мĕнпе мухтанма-мăнаçланма пултаратпăр-ха? Раççее те, вырăссене те, влаçрисене те, пуçлăхсене те хамăртан ытларах хисепленипе-и, темле мăшкăла та чăтма пултарнипе-и? Влаç чĕлхине хамăрăн тăван чĕлхерен те мала хунипе-и? Хамăр питĕ йăваш пулнипе-и? Раççейре чуна парса ĕçлесе, хĕсметре юн юхтарса тăрса та хамăрăн правасене хисеплемешкĕн çирĕп ыйтма пултарайманнипе-и? Йĕкĕлтеççĕ - йăл кулатпăр, мăшкăллаççĕ - ăнланмана перетпĕр, к...ран тапаççĕ - тав тăватпăр, правасемпе ирĕклĕхсене сĕмсĕррĕн таптаççĕ - пусмăрçăсене мухтав юрри юрлатпăр...

Пирĕн хамăрăн та тарăннăн çакна ăнланса илмелле, влаçрисене те, кÿршĕллĕ ытти халăхсене те çакна тĕплĕн ăнлантармалла: е Раççей Федерацийĕнче пур халăх та тан праваллă пурăнмалли патшалăх туса хума ăс тата вăй-хал çитеретпĕр, е пирĕн ирĕксĕрех Раççейрен уйрăлса тухмалли правасене пурнăçа кÿртмелли çул-йĕрсем шырама тивет.

Çакна никĕслемелли тĕслĕхсем çителĕклех. Калăпăр, Раççей /Совет Союзĕ/ йышĕнчех юлнă пулсан, Финлянди те, Польша та пирĕнни евĕрех çăрăлчăкра пурăннă пулĕччĕç. Раççейрен уйрăлнă Балтиçи çĕршывĕсем тепĕр 50 çултан Европăри чи аталаннă çĕршывсем евĕр пулса тăрасси нимĕн те иккĕлентермест.

Туркменистан халĕ еплерех пурăнни пирки кăпгг асăнтăмăр ĕнтĕ - туркменсен патшалăхĕнчи çĕр айĕнчи пуянлăх туркмен халăхне пурнăçа самайлаштарма пулăшать: электроэнерги тÿлевсĕр, çутçанталăк газĕ тÿлевсĕр, хваттер тÿлевĕнче те çăмăллăхсем, патшалăх уявĕсенче пур халăха тă пĕрер-икшер шалу преми парса хавхалантараççĕ /тен, тата та тем те пур-тăр, шел пулин те, эпир хамăр тÿрĕ çыхăнусем тытманран, пĕтĕм хыпара Мускав «куçĕпе-хăлхипе» çеç «курса-илтсе» пурăнатпăр - пире мĕн уççăн, мĕн пытарса каланине те тĕшмĕртейместпĕр/.

Чеччен вăрçин тĕп сăлтавĕ те чечченсем пурте «бандит» пулнинче мар /паллах, чыс тата чыса таптанăшăн тавăру туйăмĕ упранса юлнă халăх ывăл-хĕрĕ чăваш пек йăваш çын ним пулманла тÿссе ирттерекен кÿрентерÿ саманчĕсенче кăра та пулма пултарать - калăпăр, Чеччен Республикинче вырăс чиновникĕсем те чечченла калаçакан чечченсене, Шупашкарти пек, «Говори на нормальном языке!» тесе калама хăяймаççĕ пуль тетĕп - тăван чĕлхене кÿрентернĕшĕн тата çыннинчен хăйĕнчен те «ненормальнăй» тесе мăшкăлланăшăн тавăру хаяр пулма пултарать/. Раççей йышĕнчен уйрăлса тухма прави пур чеччен халăхне вăйпа тьггса тăмасан, вĕсем те пиртен вăйлăрах аталаннă çĕршьш пулса тăрасси куçкĕрет: нефчĕ пур, пуянлăха пурне те тан пайласа парас опыт мăсăльман тĕнчинче пур (Кувейт, Бахрейн, Сауд Аравийĕ, Туркменистан...), халăха чăмăртаса тăракан халăх йăли-йĕрки пур /ан тив, пирĕннинчен калăпĕпе те, ытти енĕпе те пач урăхла пултăр, анчах мĕншĕн пурте, пирĕн евĕр, тахçанхи чурасем çьн та шутланман вăхăтри Рим правипе çеç пурăнмалла-ха?/. Тен, çапла ан тăвайччăр, сăмса айĕнчех пирĕн халăхшăн куçа уçакан тĕслĕх ан пултăр тесех, ĕмĕтсĕр «хурчăка»-политиксем шак хунă: вĕлерин вĕлерсе пĕтеретпĕр чечченсене, анчах та хамăртан ирĕклĕрех те пуянтарах, хамăрăннинчен лайăхрах пурнăç туса яма пултаракан çĕршыв йĕркелеме памастпăр!

/Сăмах май, апла-тăк, йĕркеллĕ чăваш хăй ачине Чечне вăрçине ямалла мар, пирĕн пурсăмăрăн та, чунра та пулин, Мускав хăть те мĕн хăратса е суйса каласан та, яланах хăйĕн ирĕклĕхĕшĕн пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçакан чечченсем майлă пулмалла.

Кунта тепĕр кăсăк япала та пур. Ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсен хушшине чăннипех те преступник-тавраш пырса хутшăнни те пулĕ - вĕсем Раççей правительствине те пырса лекменнине Путин хосподин та гаранти параймасть, чечченсемпе юнашар ытти çĕршывсенчен килнĕ çынсем çапăçни те тĕлĕнтермĕш япала мар - Греци ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă акăлчан çынни Байрон, хăй вăхăтĕнче Испанире çапăçнă вырăссем тата ытти халăх çыннисем герой иккен /Шупашкарта, сăмахран, Мате Залка венгр урамĕ те пур/, Анголăра, Вьетнамра... тен, паян кун та таçта-таçта çапăçса çÿрекен «рассиянсем» калама çук маттур имĕш /Раççей телевиденийĕпе халĕ тăтăшах çавсене героизацилекен «Спецназ» ятлă фильм пырать/, хаçатсенче-телевиденисенче Америка е Франци салтакĕсем те çаплалла тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче «паттăрлăх кăтартса çÿренисем» çинчен уççăн хыпарласси модăна кĕчĕ, Чечне ирĕклĕхне хÿтĕлеме килнĕ араб вара - тĕнче нихçан курман хăрушă çын иккен... Кулăшла мар-и?/

Енчен те Раççейре влаçа е политикăна чăн-чăн демократи енннелле улăштараймасан, чечченсемпе пĕрлех пирĕн те Раççей çăрăлчăкĕнчех çĕрсе пĕтме тивет /хамăр паянхи пекех лÿппер пулсан ĕнтĕ/. Влаçрисем çĕршыва çаратса пĕтереççĕ /миçе миллиардер ăçтан персе анчĕ? Правительство ертÿçи пулнă пулнă Черномырдин, темле пысăк ĕç укçи илсен те, епле майпа тĕнчери чи пуян çынсен шутне лекрĕ? Тата ытти те, т. ыт. те/, халăх мекеçленсе пурăнать - тĕрĕссипе, чун усрать, урамра - криминал хуçаланать, полици-милици вĕсемпе пĕрлех ĕçлет е курмăш пулса пурăнать, сĕтев /взятка/ илесси-парасси пурнăç норми пулса кайрĕ.. Темле оптимистла пĕтĕмлетÿре те, ним те улăштармасан, Раççейре ырă пурнăç кĕтме йывăр: е Раççей лачакине пуçĕпех путса тĕп пулатăн, е шурлăхра шăршланса-хуртланса пурăнатăн.

Çапла вирлĕн каланăшăн мана каллех «Тăван Çĕршыва варалакан-хурлакан» антипатриот ярлăкне çакма, тархасшăн, ан васкăр. Тен, эпĕ Путинран та ытларах Раççей патриочĕ-тĕр: Путин çĕршыва тоталитаризм мелĕпе хытарса çăласшан тесе йышăнар /хăй çуралса ÿснĕ Питĕр ушкăнне çеç пуйтарасшăн, чи тупăшлă вырăнсене лартса тухасшăн çеç темĕпĕр/, эпĕр вара Раççее чи демократиллĕ, пур вак халăхсем те хăйне амаçури çĕршьшри пек мар, Тăван Çĕршыври пек туйса пурăнмалли, çĕршывăн çĕр айĕнчи пĕтĕм пуянлăхĕ пур халăха та тан пуйтармалли йĕрке туса хурса çеç çăлма пулать тетпĕр.

Хăвăрах чухламалла: хăшĕ ытларах патриот? Кăштах шутлама çеç ÿркенмелле мар...

Çак çÿлерех каланă шухăшсенчен пĕртен-пĕр тĕрĕс те ĕçлĕ кăтарту çуралать: тăван чăваш халăхĕн куçне уçнисĕр пуçне, ЧĂВАШÇĂСЕН Раççей Федерацийĕнчи ытти халăхсен, чи малтанах - вырăссен, çав шутра чиновниксен куçне уçас енĕпе те ĕçлеме вĕренме тивет, Раççей диктатурăпа криминал патшалăхĕ мар, чăн-чăн демократи патшалăхĕ пулса тăтăр тесе тăрăшмах, çак тĕллевпе саккунлă пур майсемпе те кĕрешме тата кĕрешме вĕренмех тивет /тĕрлĕ шайри суйлавсене кандидата тăрса хутшăнни, суйлавра хамăрă позицие çывăх ушкăнсене пулăшни, кирлех-тĕк, сиенлĕ программăллă кандидатсене хирĕç уççăн е вăрттăн ĕçлени тата ытти те - урăхла каласан, суйлавра активлă гражданин тата активлă суйлавçă пулни; массăллă информаци хатĕрĕсемпе май çитнĕ таран анлăн усă курни тата усă курма вĕренни тата массăллă информаци хатĕрĕсенчен тăтăш информаци илсе тишкерсе тăни (çав шутра влаç е ытти пĕр-пĕр вăй «шурă» текен япала чăннипе вара хура пулнине ăнланса илме, тĕшмĕртме вĕренни те); демонстрацисемпе митингсене хастар хутшăнни, тĕрлĕ партисемпе общество организацийĕсен ĕçне пуçаруллă хутшăнни, май çитнĕ таран ытларах ушкăна хамăр тĕллевсемпе çьвăх витĕм парса тăни тата ытти те/.

ÇАПАХ ТА ЧИ МАЛТАНАХ ТĂВАН ХАЛĂХА ХĂЙĔН НАЦИ ХАКЛĂХĔСЕНЕ-ПАХАЛĂХĔСЕНЕ ТĔПЕ ХУРСА ТАЧĂ ПĔТĔÇМЕ ВĔРЕНТМЕЛЛЕ. Халăха хăйĕн ăсĕ çуратнă, анчах темшĕн кулленхи пурнăçра усă курма маннă принципа каялла ăсласа илме май памалла: ПĔЧЧЕН ХУЛĂ ХУÇĂЛАТЬ.

Эпир вара пĕлетпĕр ĕнтĕ: халăха чăн-чăнах ĕмĕрлĕхе шăпăр пек тачă çыхса-пиелесе тăраканни шăпах ЧĂВАШЛĂХ пулмалла.

Халăх Президентăн, Премьер-министрăн, Спикерăн е Банкирăн «çывăх çынни» пулнă принциппа мар, район «кăлавине», завод директорне, колхоз председательне е вырăнти пĕр-пĕр криминал «авторитетне» йăпăлтатнă принциппа мар, влаçа лекнĕ е влаçпа çывăхланнă самантпа усă курса ямăт пурлăх чыхса юлас принциппа мар, тĕслĕхе, вĕсем мăсăльман та эпир православи тĕнĕнче, çавăнпа эпир лайăхрах çынсем текен хăйнеевĕр шовинистла принциппа мар, пĕртен-пĕр принциппа - КАШНИ ЧĂВАШ ХĂЙ ЧĂВАШ ПУЛНИНЕ ĂНЛАНСА ИЛНĔ принципа тĕпе хурса пĕтĕçмелле тумалла. КĂНА ВАРА КАШНИ КĂШТ ПАЛĂРНĂ-ВĔРЕННĔ-ÇĔКЛЕННĔ ПУР ЧĂВАШ ТА ПĔРЛЕ ÇЕÇ ТУМА ПУЛТАРАТЬ. Урăхла каласан, анлăлатнă вариантлă НАЦИ ЭЛИТИ, НАЦИ ИНТЕЛЛИГЕНЦИЙĔ, НАЦИ БУРЖУАЗИЙĔ, ВĔРЕНСЕ ПĔЛŸ ИЛНИСЕМ, ТŸРЕ-ШАРА (чиновниксемпе ытти пĕчĕк ертÿçĕсем, ытти сумлă ватăсемпе арсем).

"ХАМĂР ЯЛ / HAMĂRYAL" хаçатран илнĕ (2003 çулхи 1-5 №№-сем)