На сайте
На данный момент на сайте 0 пользователей и 5 гостей .

Статистика


Контакты

САМАР ОБЛАÇĔНЧЕ ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ПĔТЕРСЕ ПЫРАÇÇĔ

САМАР ОБЛАÇĔНЧЕ ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ПĔТЕРСЕ ПЫРАÇÇĔ
Submitted by Admin on суббота, май 5, 2007 - 18:26

САМАР ОБЛАÇĔНЧЕ ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ПĔТЕРСЕ ПЫРАÇÇĔ:
ачасене шкулта чăвашла вĕрентме пăрахни - ятарласа вырăслантарнипе пĕрех

Василий САМОЙЛОВ

Василий САМОЙЛОВ - паллă чăваш журналисчĕ, чылай кулăшла калав çыравçи. Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнче çуралса ÿснĕ.

САМАР облаçĕнче Похвиçнĕ, Клевлĕ, Шунтал, Кушкă, Исаклă, Чаллăпуç, Сергиевски, Шикун районĕсенче чăваш ялĕсем уйрăмах чылай. Сăмахран, Аслă Чернигов районĕнче - 1, Борски районĕнче - 5, Исаклă районĕнче - 18, Клевлĕ районĕнче - 16, Кушкă районĕнче - 27, Похвиçнĕ районĕнче - 36, Сергиевски районĕнче - 5, Ставрополь районĕнче - 4, Сызрань районĕнче - 5, Чаллăпуç районĕнче - 14, Шунтал районĕнче - 24, Шикун районĕнче - 6. Облаçре пурĕ 161 чăваш ялĕ!

Виктор Симаков «Самар ен» хаçатра çырнă тăрăх, хальхи вăхăтра Самар облаçĕнче 48 шкулта кăна тăван чĕлхене вĕрентеççĕ, унта та хăшпĕр шкулта факультатив меслечĕпе çеç. Апла ытти нумай-нумай шкулта тăван чĕлхене вĕрентмеççĕ. Кунта чăваш шкулĕсен шучĕ çулран çул чакса пырать. Вырăсланса кайма пуçларăмăр-и эпир?! «Тăван чĕлхене упрасси пирки павранисем вырăнлă-и ку лару-тăрура? Пĕтсе пыракан халăх мар-и эпир?» - çакăн пек çивĕч ыйту хускатнăччĕ чăваш халăх писателĕ Хветĕр Уяр хăйĕн «Пĕр ĕç çинченех - çĕр те пĕрмĕш хут , е Тăван чĕлхене мĕнле пĕтереççĕ» статйинче.

2002 çулта мана тăван районта пулма тÿр килчĕ. Похвиçнĕ хулинчи кĕнеке лавккине кĕрсе тухрăм. Пĕр чăвашла кĕнеке те çук унта. Вăтам Эверккел ялĕнчи ачасем акăлчан, нимĕç чĕлхипе лайăх пуплеççĕ. Чăваш чĕлхине пачах пĕлмеççĕ. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен çук ку шкулта. Унтан эпĕ ял вулавăшĕнче пултăм. Мана Г.В.Кумировăпа А.Н.Антонова библиотекарьсем тарават кĕтсе илчĕç. Вулавăш чăннипех те питĕ пуян. 14 пин ытла кĕнеке упранать кунта. Чăваш çыравçисен хайлавĕсем те нумай. Уйрăмах Василий Алентей, Тихăн Петĕркки, Анатолий Емельянов, Денис Гордеев, Александр Артемьев, Георгий Краснов, Константин Петров, Валентина Элпи, Ваçлей Игнатьев, Ева Лисина, Виталий Енĕш тата ытти авторсене те юратса вулаççĕ. Вулаканĕсем вара - пенсионерсем. Шкул ачисем вулавăша пачах çÿремеççĕ. Ара, вĕсем чăвашла вулама пĕлмеççĕ-çке-ха. Çакăнта мана И.Я.Яковлев каланă ăслă сăмахсем аса килчĕç: «Тăван чĕлхене пĕлмен çын - мĕскĕн, манни - телейсĕр, тăван чĕлхене вĕрентес теменни - путсĕр».

1920-30-мĕш çулсенче Самарта чăваш клубĕ ĕçленĕ, чăваш шкулĕ пулнă, Подбельскра чăваш педучилищи уçăлнă, облаçри «Колхозник» хаçат чăваш ялĕсенче анлă сарăлнă, çулталăкра пĕрре «Вăтам Атăл» журнал тухса тăнă, пилĕк районта чăвашла хаçатсем кăларнă. Чăн-чăн культура центрĕ пулнă ун чухне Самар хули! Тата Самар хутлăхĕ чăваш халăхне мĕн чухлĕ çыравçă, мĕн чухлĕ культура ĕçченĕ паман пулĕ! Ăнсăртран мар ку тăрăхран сахал мар паллă çыравçă тухнă: Хветĕр Уяр /Сухари Матак ялĕ, Исаклă районĕ/, Стихван Шавли /Чулçырма ялĕ, Шунтал районĕ/, Николай Евстафьев /Йĕкер ялĕ, Клевлĕ районĕ/, Валентин Бурнаевский /Васильевка ялĕ, Кушкă районĕ/, Александр Каттай /Йĕкер ялĕ, Клевлĕ районĕ/, Энтип Ваççи /Хурашыв ялĕ, Клевлĕ районĕ/, Николай Евдокимов /Çĕнĕ Таяпа ялĕ, Шунтал районĕ/, Вениамин Погильдяков /Çтуххаль ялĕ, Похвиçнĕ районĕ/. Пурте вĕсем - чăваш халăхĕн мухтавĕ, мăнаçлăхĕ. Халĕ вара облаçрен кун пек паллă чăваш çыравçисем тухасси иккĕленуллĕ.

Кашни чăваш шкулĕнче ачасене чăвашла вĕрентмесĕр тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине упраса хăвараймăн. Кирлех-ши чăвашлăхран писнĕ чăваша тăван чĕлхе? Паллах, кирлĕ мар. Чăваш шкулне çĕнĕрен чĕртсе аталантарас ĕçе патшалăх шайне çĕклесе Самар облаçĕнчи пур чăваш шкулĕнче те тăван чĕлхене вĕрентессине йĕркелесе ямалла. Унсăрăн, ман шутпа, чăваш халăхне пĕтесрен çăлса хăварма, вырăсланса каясран упраса хăварма хĕнтерех пулĕ.

"Чăваш тĕнчи" хаçатран, 2004, 2 №, август уйăхĕ