 |
Чĕкеç - Турă кайăкĕ
Рецензия на спектакль Чувашского академического театра драмы им. К.В.Иванова по пьесе Бориса Чиндыкова "Черная Ласточка" с народной артисткой СССР Верой Кузьминой в главной роли
Çамрăк чух театра юрататтăм… Унта - урăх тĕнче. Унта - урăх çынсем.
Халĕ театрта ĕçлетĕп...
Драматургсем, артистсем, куракансем.
Артистсене халĕ те юрататăп.
Куракансене яланах юратнă (хисепленĕ çеç мар)
Драматургпа (сценографпа, балетмейстерпа, композиторпа) хампа калаçнă пек калаçма хăнăхнă, пĕр ĕç тăватпăр (тавлашатпăр, кÿренетпĕр - кÿрентеретпĕр, ăналнанатпăр-ăнланмастпăр) – спектакль хатĕрлетпĕр.
Халĕ вара – «Хура чĕкеç» (моноспектакль) çинчен.
Чăваш академи драма театрĕнче ĕмĕрне те моноспектакль лартман.
Борис Чиндыков, темшĕн-çке, çавнашкал пĕччен пĕр артист вылямалли пьеса çырас шут тытнă.
Шут тытнă - çырнă, çичĕ ĕмĕр ытла тăсăлакан чун асапĕ çинчен. Чăваш халăхĕн шутне (ÿтне) пĕтерсе (çисе) тăракан ĕмĕрсем çинчен. Истори (тăшман) вутĕнче çунман Хура Чĕкеç çинчен, паян пурăнакан Чăваш Арăмĕ çинчен,
çакнашкал тĕлĕнтермĕш (пĕрре вуланипех ăнланаăмăн) пьеса çырнă автор,
çичĕ-сакăр ĕмĕре пĕр самантпа – пĕр-пĕтĕм Историе пĕр çын ĕмĕрĕпе виçнисем халиччен пулман. çавна пула та автор хайлавĕ малтанласа – театрта выляма мар, вулама çеç юрăхлă пек туйăнать. Тÿррипе каласан, истори туйăмĕ пÿрмен çын ку пьесăна виçĕ хут вуласан та ăнланаймĕ.
«çак драмăна эпĕ ятарласа СССР халăх артистки В.К. Кузьмина валли çырнă. ...Паянхи чăваш театрĕнчи уçăмсăртарах лару-тăрăва пăхмасăр, çапах та Вера Кузьминичнăна Чĕкеç ролĕнче курасса шанса», -тенĕ автор умсăмахĕнче.
Кăçалхи июнь вĕçĕнче, пьесăна çырни виçĕ çул иртсен, Чăваш академи театрĕ хăйĕн çĕнĕ ĕçне - «Хура Чĕкеç» спектакльне кăтартрĕ. Режиссерĕ – И. Иванов, сценографĕ – В. Шведов, композиторĕ - Н. Казаков, массăллă сценăсене лартаканĕ - Л. Нянина. Чĕкеç ролĕнче, чăнах та, Вера Кузьмина.
Борис Чиндыков ĕмĕтленни епле пурнăçланни çинчен пĕр-икĕ сăмах.
Чи малтан – сценографи çинчен. Пĕр-пĕтĕм истори пирĕн куçа чăваш тĕррин эрешĕсемпе, çăва çинчи авалхи чул юпасемпе, çÿлти Турра пăхăнса тăракан çĕр çинчи хăватсен чул е тăм кĕлеткесемпе тухать. Паллах, ку чăн пулнă истори хутлăхĕн е вăхăчĕн ÿкерчĕкĕ мар. Ку - халăх чунĕнче, ăсĕнче, ĕçĕнче упранса тăракан историе уçса паракан ĕç. Эрешре, чул юпара, тур кĕлеткисенче чăваш хăйĕн историне упранă. (Шел пулин те, тур кĕлеткисем сцена çинче ячĕшĕн е «илемĕшĕн» çеç тухнăн туйăнчĕ мана, мĕншĕн тесен Чĕкеç вĕсене сайра хутра кăна асăрхать).
Сценограф çавăрнă спектакль хутлăхĕ, чăнах та, чун историйĕн географийĕн туйăнать. Халăх чунĕн хутлăхĕ- -хÿтлĕхĕ. Пирĕн хÿтлĕх - чуна упрама пĕлнинче. Пăлхарпа Сăвар хулисене килсе çапнă хăрушă вăхăт паллине те художник эрешрех тупать, çÿлтен ВУТ ПАЛЛИ анать.
Николай Казаков кĕввисем массăллă сценăсене йĕркелеме пулăшаççĕ, анчах та музыкăн кунта хăйне çеç тивĕçлĕ, ятуллă ĕçĕ те пур пек туйăнать, музыкăри вилĕмсĕр чун, ĕмĕрсем урлă каçса, куракан ăшĕнчи, чĕрин тĕпĕнчи асапĕсене, малашлăхшăн ăнтăлнине вăратса тăрать.
(Анчах та массăллă сценăсем хăш-пĕр самантсенче уçăмлăхне çухатаççĕ, ытти спектакльсенчен илсе кĕнĕ пек туйăнакан вырăнсем те тĕл пулкалаççĕ. Шел.)
Автор çырнинче уйрăм пысăк сыпăксем курăнса тăраççĕ пулин те, спектакльте çав сыпăксен чиккинче мĕн пулса иртни паллах мар. Сăмаха таянса çеç ĕçлени кунта çителĕксĕр, спектакльте Чĕкеç вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине, Чĕкеç таса, вилĕмсĕр чун пулса тăнине выляв хатĕрĕсемпе усă курса кăтартмаллах пулнă, тесе шухăшлатăп. Чи вирлĕ саманта - вилĕмрен чĕрĕлсе тăни, Чĕкеç чунĕ пирĕшти пулса тăни - курăмлăрах пултăрччĕ тесе калатăп çакна.
Пьеса кĕске пулин те, унăн хăйĕн прологĕ пур - Чĕкеç «ыйхăран» вăранать, пĕрремĕш пайĕ пур - Чĕкеç çамрăклăхне, тăнăç пурнăçа аса илет, иккĕмĕш пайĕнче - тăшман килет, Чĕкеç вилет. Юлашки пайĕнче Чĕкеç ЧУН, «ыйхăран» вăранать, «çапла вара, масар çинчи юпасем хушшинче туйăмсăррăн тĕлленсе ларнă май, эпĕ сасартăках темиçе çул хушши тĕлĕрсе çÿренĕ ыйхăмран вăранса кайрăм, чылай япалана аса илтĕм...калаçма пуçларăм.» Малалла Чĕкеç хăйĕн ывăлне курасшăн ăнтăлать, «Ы-вă-лăм! - пулчĕ манăн пĕрремĕш сăмахăм. Ăçта эсĕ, ывăлăм!!»
Чĕрĕлсе тăнă Чĕкеç ЫВĂЛНЕ шырать. Килес ĕмĕрсен хăрушă сăнне курать, Чĕкеç ишĕлчĕксем çийĕн, вилесем çийĕн вĕçет. Миçе ĕмĕр вĕçмест-ши çак Турă кайăкĕ, Чăваш Чунĕ!!!
В, Кузьмина артистка тунă ĕçе тивĕçлĕн хаклас тесессĕн спектакле темиçе хут пăхмалла (кашни спектакль малтанхи пек пулманнине пĕлетпĕр-çке), режиссер пулăшнипе Чĕкеç сăнарĕ татах та тарăнланĕ, пĕр-пĕтĕм халăх ЧУН,, чăваш Амăшĕн Чунĕ татах та уçăмлăрах курăнĕ. Спектакле пĕрре курнипе хам артисткăран тĕлĕннине, унăн хăвачĕ зала епле тултарса кĕрлесе тăнине çеç çирĕплетсе калама пултаратăп. Истори туйăмне çухатман кашни чăваш çак спектакле пĕрре çеç пырса курмĕ тесе шухăшлатăп. Тав Сана, Вера Кузьминична, çĕр тайăличчен хăвăн халăхупа пулма Турă пулăштăр!
Иосиф ТРЕР (ДМИТРИЕВ)
|
 |